Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕпе саламлани
Муниципалитет службин хисеплĕ ĕҫченĕсем тата ветеранĕсем!
Сире Вырăнти хăй тытăмлăх кунĕпе саламлатăп!
Ку уяв ҫĕршывра вырăнти хăй тытăмлăх институчĕ мĕн тери пĕлтерĕшлине аса илтерме кирлĕ.
Паянхи кун наци проекчĕсемпе тата программисемпе, регион шайĕнчи пуҫарусемпе килĕшӳллĕн территорисене аталанма ҫĕнĕ майсем уҫăлаҫҫĕ. Ҫав хушăрах вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуҫарулăхĕнчен, шухăшласа тунă тĕрĕс йышăнăвĕсенчен, вĕсем ҫынсене илтме пĕлнинчен муниципалитетсем мĕнле ĕҫлесси, социаллă инфратытăм, пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăх лайăхланса пырасси килет.
Шансах тăратăп: муниципалитет службин ĕҫченĕсен пысăк ăсталăхне тата яваплăхне пула Чăваш Енĕн муниципалитечĕсем малашне те аталансах пырĕҫ. Пĕрле, командăпа килĕштерсе ĕҫленине пула эпир республикăна Раҫҫейĕн пурăнмашкăн чи илĕртӳллĕ те ăнăҫлă регионĕсен шутне кĕртме пултарăпăр.
Сире пĕтĕм чунтан сывлăх, телей, ырра шанаслăх, пĕтĕм пуҫарура ăнăҫу сунатăп!
Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев