Чăваш Енре вакцинацин тата виçĕ теçетке пунктне уçасшăн

Коронавирусран сыхланса çынсене вакцинацилес ĕçе вăйлатмалла. Çак тĕллеве ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикунсерен ирттерекен канашлура ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев палăртрĕ. Прививка тăвас кăмăллă çынсем йышлă, вакцинацие анлăлатмалли майсем те пур, терĕ вăл.

Сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов пĕлтернĕ тăрăх, республика пĕтĕмпе 83 пин çынна прививка тумалăх вакцина йышăннă ĕнтĕ. Çывăх вăхăтра тата килмелле.

Виççĕмĕш квартал вĕçленнĕ тĕле 495,5 пин çынна вакцинацилеме палăртнă. Пĕтĕмпе вара республикăра пурăнакансен, çитĕннисен, 60% кая мар йышне прививка тăвасшăн — 589 пин çынна вакцинăпа хӳтĕлемелле.

Министр ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен тытăнса вакцинацин тата виçĕ теçетке пунктне уçасси çинчен пĕлтерчĕ. Çапла вара вĕсен шучĕ 81-пе танлашĕ. Ку вакцинаци ĕçне вăйлатма май парĕ. Хальлĕхе вара кăтартусем çакнашкал: паянхи кун тĕлне республикăра вакцинацие 59 пин ытла çын пуçланă, 37 пине яхăн çын вĕçлеме ĕлкĕрнĕ. Владимир Степанов çак ĕçре предприятисен пуçарулăхĕн усси пысăккине палăртрĕ. Корпоративлă вакцинацие хальлĕхе регионти 196 предприяти хутшăнать. Вĕсен коллективĕсенчи 6,3 пине яхăн çын прививка тутарнă. «Химпром», «Промтрактор», «Электроприбор», «Элара», ыттисем хăйсен ĕçченĕсен сывлăхне вакцинăпа хӳтĕленĕ.

www.hypar.ru

 



21 апреля 2021
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter