«Уйăпсем те шăнса хытрĕç» спектакль курчĕç
Çĕр чавакан çамрăк хĕр Хрестин — Хĕрлĕ Çар лейтенанчĕ Никон Серов — патшалăх хăрушсăрлăхĕн сержанчĕ Герасим Петров... «Уйăпсем те шăнса хытрĕç» драмăра юрату виçкĕтеслĕхне сăнарланă. Мĕнле шăпа кĕтет вĕсене? Çак ыйтăва эсир Çеçпĕл ячĕллĕ чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче уçăмлатма пултаратăр. Çак вăхăтра шăпах спектаклĕн премьери пырать. Ăна Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсене халланă.