Тăван чĕлхе кунĕ
Чăваш литератури, театрĕ, музыки — çакă йăлтах чăваш алфавитне тата çырулăхне йĕркелесен палăрмаллах аталанма пуçланă. Иван Яковлева çак ĕçсемшĕн тав туса чăваш халăхĕ ун çуралнă кунĕнче чăваш чĕлхин кунне уявлать. Вырсарни кун патриархамăрăн Шупашкарти палăкĕ умĕнче тĕрлĕ ӳсĕмри çынсем пуçтарăнчĕç.