Правительствăн кивĕ çурчĕн шăпине татса памалла

Сăмах Шупашкарти Республика площачĕ, 1 адреспа вырнаçнă çурт, унччен Советсен çурчĕ ятпа паллă пулнăскер, пирки. Унпа усă курас ыйтупа эрнекун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ятарласа канашлу ирттерчĕ.

Правительствăн 1940 çулта хута янă çурчĕ темиçе çул ĕнтĕ пушă. Федераци шайĕнчи культура еткерĕ шутланать, çавăнпа та унпа усă курас пулсан архитектура палăкĕн сăн-сăпатне улăштарма юрамасть.

Канашлура палăртнă тăрăх, Правительство тытăмĕсене хушма лаптăксем кирлĕ мар, тăваткал метрсем пурин те çителĕклĕ. Çавна май çуртăн çӳлти хучĕсене Патшалăх Канашне парас тени вырăнлă. Аялти хучĕсемпе мĕнле усă курасси вара хальлĕхе ыйтуллă. Тĕрлĕ сĕнӳ пулчĕ. Вĕренӳ учрежденийĕсемшĕн меллĕ пулмалла, ĕçлĕ центр йĕркелессипе çыхăннă сĕнӳ те интереслĕ — хула варринче вырнаçни илĕртӳллĕ. Олег Николаев юсав-реконструкци ĕçĕсене патшалăхпа уйрăм çын ĕçтешлĕхĕн принципне тĕпе хурса пурнăçлама май пуррине палăртрĕ. Кирек мĕнле пулсан та çурт усăсăр лармалла мар — унăн шăпи çывăх вăхăтрах уçăмланĕ.

www.hypar.ru



Республикăра тухса тăракан хаçат "Хыпар"
30 апреля 2021
18:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter