Вут-çулăмпа шăраннă уяв
Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине Çĕнтерӳпе вĕçленнĕренпе 76 çул çитнине Чăваш Енре анлă паллă турĕç. Ытти чухнехи пек пысăк йышпа уява тухман пулин те, Шупашкар урамĕсем тăрăх çар çыннисемпе техника иртрĕ. Çĕнтерӳ кунĕнче республикăра 2 пин ытла мероприяти йĕркеленĕ. Вĕсене 500 пин çын хутшăннă. Пĕтĕмĕшле илсен уяв кунĕсем Чаваш Енре çӳллĕ шайра иртнине палăртрĕ Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев тунтикунсерен иртекен ларура.