Ял хуçалăхне паракан пулăшу вăйланать
Пĕлтĕрхипе танлаштарсан, республикăн кăçалхи хысни ытларах тулса пырать. Ӳсĕм — çичĕ процента яхăн. Уйрăмах вырăнти бюджет пуянланни палăрать — районсемпе хуласен иртнĕ виçĕ уйăхри тупăшĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен самай пысăкрах. Кун пирки паян Чăваш Ен Правительствин черетлĕ ларăвĕнче пĕлтерчĕç.