Окоп чавни чи йывăр тапхăр пулнă

«Кунĕпе шăн тăпра тăккаттăмăр. Вăл пурпĕрех катăласшăн марччĕ». Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Пĕчченхыр ялĕнче пурăнакан Антонина Чуксина Хусан чиккине чавма хутшăннине çакăн пек аса илет. 100 çула çывхаракан кинемейĕн вăрçă çулĕсем халĕ те куç умĕнчех. «Çĕр çинче урăх вăрçă ан пултăр, эпир курнине пирĕн ачасем ан курччăр», - тет тыл ĕçченĕ.   



http://www.ntrk21.ru/video/49412
14 мая 2021
09:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter