Росгвардин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ҫӗнӗ пуҫлăхĕ пулма Дмитрий Расчетова шаннă

Росгвардин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ҫӗнӗ пуҫлăхĕ пулма  Дмитрий Расчетова  шаннă

Росгвардин Чăваш Республикинчи Управленийĕн ҫӗнӗ пуҫлăхĕ пулма  Дмитрий Расчетова  шаннă. Унпа регион Ертӳҫине  ведомствӑна сыхлас тата лицензи илме ирӗк парас ӗҫе йӗркелес енӗпе ӗçлекен  Раҫҫей Наци гвардийӗн Атăлҫи Федераци округĕнчи  командующийӗн ҫумĕ Павел Дегтярев паллаштарнă.

Раҫҫей Федерацийӗн Президенчӗн  2021 ҫулхи ака уйăхĕн 12-мӗшӗнчи указĕпе килĕшӳллĕн  Раҫҫей гвардийĕн Чӑваш Республикинчи Управленийӗн пуҫлăхĕн должноҫне Дмитрий Расчетова ҫирĕплетнĕ.

Уҫă тĕл пулу вăхăтĕнче  Олег Николаев Дмитрий Расчетова саламланă, службӑра ҫитӗнӳсем сĕннĕ. Патшалăхӑн власть органĕсемпе пĕр шухăшлă пулса ĕçлесен обществăри йĕркелĕхпе тăнăçлăха сыхлас тĕлĕшпе çитĕнӳсем тума, палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртме май килнине те асăннă республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.

Росгварди салтакĕсем республикăшăн, Чăваш Енре пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ тата яваплă ĕç тӑваççĕ. Вĕсем обществăри йĕркелĕхе сыхлаççĕ, саккунлăха çирĕплетессишĕн, преступленисен шутне чакарассишĕн тăрăшаççĕ.

"Чӑваш Енре общество политикин лару-тӑрӑвӗ лайӑх йӗркеленсе кайрӗ. Ӗҫ тӑвакан власть органӗсемпе право сыхлавӗн тытӑмӗнче вăй хуракансем хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсем ҫине пысăк тимлĕх уйăраҫҫĕ. Кун пек ĕҫлесе пыни  пурнăҫ таппипе  тан пыма витĕм кӳрет", – палӑртнӑ республика Пуҫлӑхӗ.

Наци гвардийĕн Атӑлҫи Федерацийӗн округӗнчи  ҫарĕсен командующийӗн ҫумĕ хăйĕн сăмахĕнче Дмитрий Расчетовăн право хуралĕнче ĕҫлес тĕлĕшпе паха опыт пуррине асăннă.

Дмитрий Расчетов Чӑваш Енӗн ӗҫ тӑвакан власть органӗсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме шантарнă,   республика ӗҫ-хӗлӗн тухӑҫлӑхне малалла та ӳстерме хатӗр пулнине палӑртнă.

Фоторепортаж



18 мая 2021
18:29
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter