Çĕмĕрлесем кино ӳкереççĕ
Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тăвакансене халалланă çулталăкра кашни хулапа ялтах пĕлтерĕшлĕ ĕçсем туса ирттереççĕ. Çĕмĕрлесем 1941-42-мĕш çулсенчи паттăрла пулăма астуса документлă фильм ӳкернĕ. Ăна хатĕрлекенсем — районти информаципе культура центрĕ тата Çĕмĕрле телекуравĕнче ĕçлекенсем.