Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлани
Хисеплӗ ветерансем! Хаклӑ ентешӗмӗрсем!
Сире Ҫӗнтерӳ кунӗ ячӗпе саламлатӑп!
Ҫак уяв пирӗн республикӑра пурӑнакансемшӗн те, пӗтӗм Раҫҫей халӑхӗшӗн те чи пӗлтерӗшлисенчен пӗри пулнине ҫирӗппӗн шанса тӑратӑп.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи ҫӗршывӑмӑр историйӗнчи чи хаяр тӗрӗслев пулса тӑнӑ. Ҫӗнтерӳшӗн калама ҫук пысӑк хак тӳлеме тивнӗ.
Эпир ҫӗнтерӳҫӗсен ӑрӑвӗн хӑюлӑхӗпе паттӑрлӑхӗ ҫинчен яланах чунтан тав туса ӑшпиллӗн калаҫатпӑр. Тӑван ҫӗршыва фронтра паттӑррӑн хӳтӗленӗ тата ҫӗнтерӗве тылра туптанӑ улӑп чӗреллӗ ҫынсемпе мӑнаҫланас туйӑм пирӗн чун-чӗремӗрте ӗмӗрлӗхех сыхланса упранӗ. Сӑр тата Хусан хӳтӗлев вырӑнӗсене тӑвакансен ӗҫри паттӑрлӑхне те эпир нихӑҫан та манмӑпӑр. Ҫӗнтерӳҫӗсен чӑтӑмлӑхӗпе хӑйсене шеллеменни паян та пирӗншӗн, пирӗн ачасемшӗн те ырӑ тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ, хамӑр вӑя шанма хӑват кӳреҫҫӗ.
Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫин хисеплӗ ветеранӗсемпе тыл ӗҫченӗсем тата вӑрҫӑ ачисем! Сире, ҫавӑн пекех сирӗн ҫывӑх ҫыннӑрсене ҫирӗп сывлӑх, телей тата ырлӑх сунатӑп! Уяв ячӗпе! Аслӑ Ҫӗнтерӳ кунӗпе!
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев