Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Ҫырупа тухӗ

Чӑваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев кӑҫал та Чăваш Республикин Патшалӑх Канашне Ҫырупа тухӗ. Ку кӑрлач уйӑхӗн 28-мӗшӗнче пулӗ.

Хальхи вӑхӑтра Ҫырӑва хатӗрлеҫҫӗ. Ҫавна май ҫынсенчен те сӗнӳсем йышӑнаҫҫӗ. ЖКХ ыйтӑвӗсем, пӗчӗк шалу, сывлӑх сыхлавӗ тата ытти те.  Республика Пуҫлăхĕ палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак ыйтусем тӗпре пулӗҫ. Чӑваш Енри регион управленийӗн центрӗ халӑх тетелӗсенче ыйтӑм ирттернӗ. Унта хутшӑннисен 66 проценчӗ палӑртнӑ тӑрӑх, регион Ертӳҫин Ҫырура пӗчӗк ӗҫ укҫин ыйтӑвне хускатмаллах. Респондентсен 44 проценчӗ ЖКХ тытӑмӗнчи хаксем пирки ыйту ҫӗклеттересшӗн. Ыйтӑм ирттернӗ чухне Ҫыру валли 730 сӗнӳ те килнӗ.

 



Чăваш халăх сайчĕ
08 января 2022
15:15
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter