57 пин ытла ҫын Чӑваш Енри театрсенче ҫӗнӗ ҫула халалланă уявсене ҫитсе курнӑ

57 пин ытла ҫын Чӑваш Енри театрсенче ҫӗнӗ ҫула халалланă уявсене ҫитсе курнӑ

 Ҫĕнĕ ҫулхи уяв мероприятийĕсемпе паян Правительство ҫуртĕнче иртнĕ кашни эрнере пулакан планеркăра   Чăваш Республикин культура министрĕ Светлана Каликова  паллаштарнă.

«Пĕтĕмпе республикăри культура ҫурчĕсенче 2021 ҫулта раштав уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуҫласа кăҫалхи кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕччен пурĕ 285 мероприяти ирттернĕ, вĕсенче 57 615 ҫын хутшăннă.  «Пушкин карттипе» пурĕ 11 580 ҫын тĕрлĕ мероприятисенче пулса хăйсен кăмăлне тултарнă», – тесе пĕлтернĕ министр.   

Театрсенче ҫĕнĕ ҫул спектаклĕсем иртнĕ, ачасем унта хапăл тусах ҫӳренĕ.  Мĕнпур мероприятисене Роспотребнадзор сĕнĕвĕсене тĕпе хурса йĕркеленĕ, йĕрке пăсакан пулман, профилактика мерисене пурте ҫирĕп пăхăннă. Паллă, массăллă мероприятисене регионта пачах та ирттермен. Ку пĕтĕмпех кăшăл вирус чирĕпе ҫыхăннă, усал амак халăх хушшинче ан сарăлтăр тесе йышăннă.  

Кăрлач уйăхĕн 7-мĕшĕнче Чăваш патшалăх филармонийĕнче «Золотые хиты мировой оперы» концерт пулнă.  Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче кăрлач уйăхĕн 9-мĕшĕнче Раштав концерчĕ иртнĕ.

Республикăри вулавăшсенче тĕрлĕ мероприятисем, уҫă калаҫусем, куравсем пулнă.  

Чиркӳсенче кăрлач уйăхĕн 6-7-мĕш кунĕсенче Турăна ĕненсе пурăнакансем Раштав уявне халалласа  кĕлĕ вуланă, пĕтĕмпе Чăваш Республикинче 283 храм  шутланать, мероприятисем пуринче те лăпкă иртнĕ.



10 января 2022
17:47
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter