Асăнмалăх сăн ӳкерчĕк

Сăнӳкерчĕк – пурнăçри тĕрленчĕк. Вăл иртнĕ куна, пулăма куç умне кăларать, аса илӳ авăрне путарать. Çĕнĕ Шупашкарти Ярослав Котляров та шăпах çапла шутлать. Сăн ӳкерчĕк сарăхма пуçланă пулсан та яланах чуна ăшăтать. Ĕмĕчĕ чăнах та, аван. Виçĕ çулта кăна пулин те çемьене сăнӳкерчĕкре курасшăн, упрасшăн. Çак асамлă вăхăт, çак ӳсĕм ĕмĕрлĕхех ӳкерчĕкре сăнланчĕ. Шур сухаллă Хĕл Мучи вырăнне Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пулчĕ. Котляровсем çемьепе кăна мар, Олег Алексеевичпа та сăн ӳкерĕнчĕç. Пурте хаваслă, пурте телейлĕ. СВЕТЛАНА КОТЛЯРОВА: «Паян фото ӳкернĕшĕн савăнатпăр. Вĕсем яланах асăмра пулĕç». Ярославăн аслă пиччĕшĕ тата икĕ аппăшĕ пур. Республика ертӳçи Олег Алексеевич кашнинех çĕнĕ çулпа саламларĕ, парнепе хавхалантарчĕ. Сăмахран, Артем футбол кăмăллать. Иртнĕ çулта вăл чи лайăх хапхаçă ята илнĕ. Олег Алексеевич ăна хапхаçă тумтирне парнелерĕ, ăнăçу сунчĕ. Аса илтеретпĕр, Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев виçĕ ача ĕмĕтне пурнăçларĕ. Вĕсем пурте кăмăллă юлнине палăртмалла. Тĕл пулу кашни шăпăрлана хавхалантарчĕ. 



НТРК
10 января 2022
13:40
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter