Чăвашсем çинчен – тетрадь

Чăваш çырулăхĕ йĕркеленнĕренпе 150 çул çитнине халалласа Чĕмпĕрте «Пиктограммăран сас палли таран» ĕç тетрачĕ тухнă.

Тетраде хатĕрлессипе Централизациленĕ библиотекăсен тытăмĕн ĕçченĕсем тăрăшнă. «Пиктограммăран сас палли таран» — «Пăхатăп та куратăп» серин 11-мĕш кăларăмĕ. Унта чăваш халăхĕн культури, кулленхи пурнăçĕ, йăли-йĕрки çинчен каланă. Тетрадьре хăй тĕллĕн тата интерактивлă вĕренӳ валли ыйтусем вырнаçтарнă. Усă курма сĕнекен литература та илсе панă. «Пиктограммăран сас палли таран» тетрадьпе Чĕмпĕрти Б.В. Аржанцев ячĕллĕ 25-мĕш ача-пăча библиотекин официаллă сайтĕнче паллашма пулать.



www.hypar.ru
10 января 2022
17:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter