Ĕмĕт пурнăçланчĕ
Кашни халăхăн хăйĕн çывăх çыннине пулăшмалли ырă йăла пур. Тĕслĕхрен, эпир – чăвашсем пĕрле пуçтарăнса камшăн та пулин пĕр-пĕр йывăр ĕçе пурнăçланине «ниме» тесе палăртатпăр. Пĕрле пуçтарăнса тăрăшсан йывăр ĕç те çăмăллăн пурнăçланать. Çавăнпа та «Ĕмĕтсен чăрăшĕ» акци те пирĕншĕн питĕ çывăх. Вун-вун ачана асамлăха ĕненме пулăшрĕ. Шупашкарта пурăнакан 9 çулти хăрачан та ĕмĕчĕ пурнăçланчĕ. Вăл Хĕл Мучирен планшет ыйтса çырнă. Республика Пуçлăхĕ çумĕнчи общество канашĕн председателĕ Наталья Партасова 9 çулти чиперккен ĕмĕтне пурнăçларĕ. Сергееевсен çемйинче 4 ача çитĕнет. Елена Владимировна пепкисене пĕччĕнех пăхса ӳстерет. Çемьере укçа-тенкĕ çитсе пыманран хаклă япаласем туянма май çук. Çавăнпа та 9 çулти Евгения асамлăха ĕненсе Хĕл Мучирен планшет ыйтса çырнă. Малашне уроксене тума та çăмăлрах пулĕ. Тĕрлĕ конкурса хутшăнма та май пур. ЕЛЕНА СЕРГЕЕВА: «Туйăмсем ман ĕмĕте пурнăçланă пекех. Савăнăç вĕсемшĕн. Пĕчĕккине конструктор парнелерĕç. Унăн ĕмĕчĕ мар-ха, вăл савăннă. Куратăр ĕнте, паян пирĕн каçхине мĕнпе аппаланмалли пур». Пĕчĕк хĕрача тухтăр пулма ĕмĕтленет. Аслисенчен тĕслĕх илсе вăл çынсене телей парнелеме тата асамлăха ĕненме пулăшасшăн.