Олег Николаев чӑваш фотографне Александр Вражкина «Хăйне евĕрлĕ Раҫҫей» ăмăртăва хутшăннăшăн мухтанă

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Енĕн паллă ăстаҫă Любовь Вазюкова тăратнă фото портретшăн сасăланă. Ылттăн алăллă тĕрĕҫĕ ыттисемшĕн чăн-чăн тĕслĕх вырăнĕнче. Уншăн сасăлама кăмăл тăвакансем ҫак ссылкăпа тĕплĕнрех паллашма пултараҫҫĕ. Пĕтĕмлетӳ кăрлач уйăхĕн 11-мĕшĕнче пулать.
Олег Николаев Александр Вражкина, Раҫҫей Федерацийĕн журналистсен Союзĕн членне, Чăваш Республикин культурăн тава тивĕҫлĕ ĕҫченне мухтаса тав сăмахĕсем каланă, ăмăртура ăнăҫу суннă. Чăваш халăхĕшĕн тĕрĕ культура пайĕнчи тĕп код пулса тăнине асăннă вăл сăмаха малалла тăснă май.
Чăваш халăхĕн пуян культура пур, унăн ҫĕр пин юрă, ҫĕр пин сăмах, ҫĕр пин тĕрĕ. Тĕрĕ чăвашсен мăнаҫлăхĕ, республикăн визит карточки пулса тăрать. Чăваш тĕррине анлăрах сарас тесе, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев чӳк уйăхĕн 26-мĕшĕнче указ алă пусса ҫирĕплетнĕ. Паллă кун, ăнсăртран мар, Чăваш Енри алă ĕҫ ăстине Екатерина Ефремовăна халалланă, унăн ҫуралнă кунĕпе тӳр килет ҫак асăннă уяв. Любовь Вазюкова тĕрĕҫĕ те хăйĕн пурнăҫне алă ĕҫĕпе пĕрлештернĕ. Любовь Степанова чăваш тĕррине ытларах парнесенче сăнарласа ӳкерет, вĕсене тĕрлесе ҫирĕплетет. Паянхи пурнăҫпа тӳр килекен кĕпе тумтирсенче те сахал мар унăн тĕррисем.
Палăртса хăваратпăр, малтанласа регион Пуҫлăхĕ Любовь Вазюкова хатĕрлесе тăратнă куравпа Чăваш наци музейĕнче паллашнă. Унăн мероприятине пĕлтĕр чӳк уйăхĕн 25-мĕшĕнче – Чăваш тĕррин кунĕнче хаваслă лару-тăрура уҫнă. Шăпах та, ун чухне Раҫҫей карттине тĕрлессипе йĕркеленĕ пĕтĕм ҫĕршыври акцине старт панă. Ырă пуҫарăва Раҫҫей шайĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев йĕркелесе янă. Унăн шухăшне тĕпе хурса, наци ĕҫĕсемпе ĕҫлекен федераци агенстви хапăл тусах йышăннă. Ҫак ĕҫе Раҫҫей кунĕнче, ҫĕртме уйăхĕн 12-мĕшĕнче, пĕтĕмлетӳ тума йышăннă.
«Самобытная Россия» ăмăртăва Александр Вражкин фотограф пĕтĕмпе виҫĕ ĕҫ хатĕрлесе тăратнă. Фотоконкурсăн тĕллевĕ – Раҫҫей халăхĕн йăли-йĕркипе культурин хитрелĕхне сăнама, курма вĕрентесси.