Олег Николаев республика аталанӑвӗн тӗп ыйтӑвӗсемпе пӗрремӗш уйӑхрах канашлусем ирттерме хушнă

Олег Николаев республика аталанӑвӗн тӗп ыйтӑвӗсемпе пӗрремӗш уйӑхрах  канашлусем ирттерме хушнă

 Хастартарах ĕҫе пуҫламалла тесе каланă хăйĕн ум сăмахĕнче  республика Пуҫлăхĕ паянхи планеркăра  Чăваш Республикин Правительство членĕсемпе йĕркелесе ирттернĕ ĕҫлĕ калаҫу вăхăтĕнче. «Вăрах вăхăта тăсăлма пултаракан мероприятисене пурнăҫлама тытăнмалла», тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.  

Нарăс уйăхĕнче укҫа-тенкĕсене тĕллевлĕн куҫармаллине те асăннă вăл. Бюджет укҫипе вăхăтра тата пĕлсе усă курни яланах пысăк ҫитĕнӳсем патне ҫитме витĕм кӳреҫҫĕ.  Плана кĕртнĕ мероприятисене графика пăхăнса туллин пурнăҫлассишĕн пурин те ырми-канми тăрăшмалла.  «Енчен те патшалăх енчен куҫакан тĕревпе вăхăтра усă курмасан, вăл каялла Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Резерв фондне таврăнĕ», тесе ҫирĕппĕн аса илтерсе хăварнă республика Пуҫлăхĕ.  

Пĕрремĕш уйăхрах, чи пĕлтерĕшлĕ тĕп ыйтусемпе ĕҫлĕ канашлусем йĕркелесе ирттерме чĕнсе каланă вăл.    

Кирек-епле ĕҫе те депутатсене явăҫтармалла. Влаҫ органĕсенче тăрăшакансемпе пĕрле вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче ĕҫлекенсен проектсене пурнăҫлассишĕн, адреслă инвестици программисене тĕпе хурса объектсене хута ярассишĕн ырми-канми пĕрне-пĕри ăнланса алла-аллăн тытăнса ĕҫлемеллине те палăртнă регион Ертӳҫи. «Строительство ĕҫĕсене централизацилени – тĕрĕслев тума май парать. Тухăҫлăх тени те малти вырăна тухать.  Кашни объекта тивĕҫлĕ шайра тума, вăхăтра пурнăҫа кĕртме витĕм кӳрет. Кулленех тĕрĕслев туни паха. Территорисенче пурнăҫланакан строительство ĕҫĕсене кашни ертӳҫĕн, ятарлă министерствăсен пуҫлăхĕсен тĕрĕслесе пымалла.  Республикăри пĕрлехи  заказчиксен служби проектсене пурнăҫа кĕртес ĕҫре витĕм кӳрет. Муниципалитет пĕрлешĕвĕсенче ертӳлĕхсен тимлĕхе ҫухатма юрамасть, кулленех ҫирĕп тĕрĕслеве илмелле пĕлтерĕшлĕ ыйтусене», тесе каланă Олег Николаев.



10 января 2022
13:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter