Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Вражкиншăн сасăланă

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Александр Вражкинӑн фотопортречӗшӗн сасӑланӑ. Унта фотограф Любовь Вазюкова тӗрӗ ӑстине сӑнланӑ.

Аса илтерер: Раҫсей журналистсен союзӗн членӗ, Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Александр Вражкин ҫӗршыв шайӗнчи «Самобытная Россия» (чӑв. Хӑйне евӗр Раҫҫей) конкурса хутшӑнать. Унта вӑл чӑваш тӗррипе, чӑваш сӑрипе, «Чӑваш вӑрманӗ» наци паркӗнчи кӳлепесемпе паллаштарать.

Сасӑлав ыран, кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, вӗҫленӗ. Сӑнӳкерчӗксемшӗн 10-ран пуҫласа 100 балл таран лартма пулать.



Чăваш халăх сайчĕ
11 января 2022
08:55
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter