Канма та пĕлмелле

Çĕнĕ çулти канмалли кунсем хыçа юлчĕç. Çак иртнĕ вунă талăкра Чăваш Республикинчи театрсем 300-е яхăн мероприяти ирттернĕ. Вĕсене 57 000 ытла çын çитсе курнă. Кашни театр ачасем валли Çĕнĕ çул спектаклĕ хатĕрленĕ. Сăмахран, Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕ «Мулкач йывăçĕн вăрттăнлăхĕ» спектакль, Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ «Вун икĕ уйăх», «Али-баба» юрăпа кĕвĕллĕ юмахсем кăтартнă. СВЕТЛАНА КАЛИКОВА: «Çĕнĕ çул вăхăтĕнче иртнĕ каникулта республика шайĕнчи культура учрежденисем питĕ тулăхлă ĕçлерĕç. Çак кунсенче 285 мероприяти ирттернĕ. Вĕсене 57 000 ытла çын хутшăннă. Вĕсенчен илсессĕн 11 000 ытла «Пушкин карттипе» çамрăк çынсем театра, музейсене çӳренĕ». Музейсемпе вулавăшсенче ăсталăх лаççисем ирттернĕ, куравсем йĕркеленĕ. Канмалли кунсенче Чăваш Енре спорт уявĕ те чылай иртнĕ. Вĕсенче 100 000 ытла çын хутшăннă. Волейбол, ирĕклĕ майпа кĕрешесси, ишесси, йĕлтĕрпе чупасси тата ытти спорт тĕсне кăмăллакансем ăмăртнă.



НТРК
11 января 2022
09:17
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter