Чăваш тĕрри – культура эткерлĕхĕ, асаннесен паха тупри

Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн 2022-мĕш çула культура эткерĕн çулталăкĕ тесе палăртнă. Тăван çĕршыв йăли-йĕркисене упрассине, вĕсене ăруран-ăрăва куçарса пырассине чăваш халăхĕ çеç мар, тĕрлĕ тăрăхра пурăнакан йăхташсем те асран кăлармаççĕ. Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене тĕпчес, çак ăсталăха алла илес тĕллевпе Галина Таймасова Франци çĕршывĕнчен Шупашкара çитнĕ.

 Тутарстанри Пӗкӗлме районӗнче çуралса ӳснĕ Галина Таймасова 14 çул каялла Франци çĕршывне куçса кайнă. Эйфел пашни илемне, круассан тутине туйса пурăнать пулсан та вăл чунĕпе, чĕрипе яланах чăваш халăхĕпе пĕрле. Пултаруллăскер тăван чĕлхепе илемлĕ пуплет, юрăсем те хăех хайлать.

 Чăваш тĕрри – культура эткерлĕхĕ, асаннесен паха тупри. Вăл иртнĕ вăхăтпа хальхи ĕмĕре çыхăнтарать. Тĕрлеме вĕренес тĕллев Галинăн университетра тăван халăх фольклорне вĕреннĕ чухнех çуралнă. Халĕ вара Раиса Васильева тĕрĕ ăсти пулăншипе тинех тĕллев пурнăçа кĕрет. «Анне питĕ хитре тĕрлеме юратнă, тĕрленĕ чух вăл чăваш юррисене юрланă. Манăн та тĕрлеме лайăхрах вĕренсессĕн чăваш юррипе тĕрлесе ларас килет. Ман çавăн пек пысăк ĕмĕт», - тет вăл.

Вĕренме çăмăл мар пулсан та, парăнмасть Галина. Чăтăмлă пулни ăна ĕмĕчĕ патне çывхартать. «Эпĕ хам туйăмпа туятăп, чăваш тĕрри вăл пирĕн пуянлăх, пирĕн мăнаçлăх, пирĕн мухтавлăх, ăна хуть ăçта та кăтартма пулать, пур халăха та тĕлĕнтерме пулать. Чÿк уйăхĕн 26 мĕшĕнче уяв пулассине пĕлтернĕ хыççăн мана курмалла куççуль те юхрĕ, тăпăртатса ташласа та илтĕм», - сăмаха малалла тăснă вăл. Тĕрлеме вĕреннĕ хыççăн Галина кил-çуртне чăваш çи-пуçĕпе пуянлатасшăн. Хăйĕн мăнукне те вăл тĕрĕллĕ кĕпе çĕлесе пама ĕмĕтленет.



http://www.ntrk21.ru/video/52829
12 января 2022
08:53
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter