Пурин те ĕçлемелле!
Çак таранччен республикăра 47056 çын кăшăл чирпе нушаланать, 4086-шĕн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă. Талăкра 44-шне ковид-19 диагноз лартнă. Чăваш Енре çак хăрушă чир сарăлассипе кĕрешекен оперативлă штабра Çĕнĕ çулхи канмалли кунсенчи лару-тăрăва уçăмлатрĕç. Вакцина тутарассипе кая юлса пыракан, кăшăл чирпе кĕрешес тĕллевпе йышăннă чарусене пурнăçламан муниципалитетсене те пуçран шăлмарĕç. Çĕнĕ çулхи уявсем иртсе кайрĕç. Унччен маларах республика Пуçлăхĕ Олег Николаев ирттернĕ оперативлă штабра раштавăн 30-мĕшĕнчен пуçласа кăрлачăн 1-мĕшĕччен канмалли, апатлантармалли учрежденисен ĕçлеме юрамасть тесе йышăннăчĕ. Мобильлĕ ушкăнсем тĕрлĕ района, хулана тухса çӳренĕ. Шупашкарти хăш-пĕр кану учрежденийĕ ĕçленĕ çеç мар, тĕрлĕ йĕркесĕрлĕхпе палăрнă. Йĕрке хуралçисене те чĕнтерме тивнĕ. Оперативлă штабра вĕсен ячĕсене вăрттăнлăхра хăварчĕç. «Кашнинпех çирĕп ĕçлемелле, явап тыттармалла», – терĕ республика Пуçлăхĕ вĕсен тĕлĕшпе. Аса илтеретпĕр, актсене хула администрацийĕ республикăри экономика министерствине ярса парать, ун хыççăн кану учрежденийĕсене лицензисĕр те тăратса хăварма пултараççĕ. Роспотребнадзор ертӳçи Надежда Луговская Çĕмĕрле хулинче пурăнакан пĕр çын карантинра пулсан та лавккана тухни пирки пĕлтерчĕ. Кӳкеçри шкулта вĕренекен те кăшăл чир ертнĕ çынпа хутшăннăскер ниме пăхмасăр пĕлӳ çуртне килнĕ. Вĕсен тĕлĕшпе протоколсем çырнă. Кăçалхи кăрлачăн 20-мĕшĕнчен предприятисен те, унта çӳрекенсен тĕлĕшпе те QR-код тытăмне çирĕплетме хушрĕç экономика министерствине. «Суту-илӳ центрĕсенче çак документа ячĕшĕн çеç тĕрĕслемелле мар», – терĕ республика Пуçлăхĕ. Ачасене каникула иртерех янипе, çитĕннисем те ытларах килте ларнипе – ку çирĕп чару йĕркине вăхăтра йышăннипе çыхăннă – кăшăллă чир вăйлă сарăлаймарĕ. Çапах та вакцина тутаракансен йышĕ чакнă иккен. Уйрăмах 60 çултан иртнисемпе тимлĕрех пулмалла, вĕсем патне мобильлĕ ушкăнсем тухса çӳреççĕ, çапах та ку ĕçе вăйлатма хушрĕ регион ертӳçи. Пăрачкав, Вăрмар район администрацийĕсен ертӳçисен ку енĕпе çителĕксĕр ĕçленипе сивĕ сăмах илтмелле пулчĕ. Çавăн пекех аслă шкулта вĕренекенсене, профессиллĕ пĕлӳ илекенсене те кăшăллă чиртен вакцина тутарма тăрăшмалла терĕ Республика Пуçлăхĕ. «Кăшăллă вирусăн «Омикрон» штамĕ, Чăваш Ене вăл хальлĕхе çитеймен-ха, уйрăмах ачасем тата аслă ăрурисем умĕнче пысăк хăрушлăх çуратать», – терĕç оперштаб пайташĕсем. Çавăнпа çине тăрсах гриппран вакцина тутарма сĕнчĕç вĕсем.