Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Гайдар форумне хутшӑннă
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Гайдар форумĕнче уҫă калаҫу йĕркипе ирттернĕ мероприятинче ăcта ертӳҫĕсен ĕҫĕсен пĕлтерĕшне пысăка хурса хакланă.
Пултаруллă та пысăк тавра курăмлă ертӳҫĕн витĕмлĕхĕ ҫынсенче лайăх палăрăнса тăнине асăннă Олег Николаев. «Кирлĕ пек йышăну тума пĕлни – ертӳҫĕн тĕп функцийĕ тесен те йăнăш мар. Йышăнăва туххăмрах хакласа тĕпе хума пĕлни шăпах та, ертӳҫĕ хăйне шанса панă ĕҫе тивĕҫлĕ шайра пурнăҫланине ҫирĕплетекен фактор тесен те йăнăш мар. Унăн пĕлтерĕшĕ пысăк пулса тăрать. Ăста, ҫитĕнсе ҫитнĕ ертӳҫĕ пулнине ҫыннăн ăс-хакăл тĕнчи кăтартса парать. Кирлĕ пек ҫителĕклĕ таран хыпарсене пухма пĕлни те, нумай чухне ыйтăва туллин тишкерме май парать, ятарлă йышăну туса хăварма та ансатрах. Ҫынсемшĕн йышăнусем пĕлтерĕшлĕ пулнипе пулманнине те хаклама аван. Управленец пулас тесессĕн, паха ĕҫ опычĕ пуян пулмалла, ертӳҫĕн пурнăҫ ҫулĕпе тĕплĕн те тарăн тивĕҫлĕ шайра утса пымалла. Паха пурнăҫ опычĕ те сахал мар витĕм кӳрет ҫитĕнсе ҫитнĕ ертӳҫĕн ĕҫĕнче. Тепĕр тесен, тĕрлĕ сферăра тăрăшса, пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма пĕлнĕ ҫыннăн, пуласлăхĕ каламасăрах паллă, пысăк», – тенĕ вăл.
Тивĕҫлĕ ертӳҫĕ пулас тесессĕн мĕн ҫине ытларах тимлĕх уйăрмалла, вăл пархатара епле ҫĕнсе илмелле ку е вăл ытти ыйтусем те кун йĕркинчех пулнă.
«Паян сахал мар ертӳҫĕн ăс-хакăл тĕнчи пирки сăмах пуҫарнă. Кашни ертӳҫĕшĕн хăйне евĕр «пиҫсе» ҫитĕнсе ҫитнĕ вăхăт шутланать. Калăпăр, пай пуҫлăхĕшĕн хăйне евĕрлĕ, регион ертӳҫишĕн вара тата та пысăкрах виҫепе танлашĕ ҫак палăртнă кăтартусем. Енчен те совет тапхăрĕнчи самансем пирки калас пулсан, вăл вăхăтра икĕ пĕлтерĕшлĕ хатĕр пулнă, вĕсем шăпах та, экономикăна аталантарма май панă. Вĕсенчен пĕри – кадрсен резервĕ, тепри вара наука ĕҫĕ. Вăл самантра ҫивĕч позицисем пулнă, вĕсене валли ятарлă ҫынсене хатĕрленĕ. Кирлĕ пек тапхăр валли ҫынна пĕлӳ енчен те хатĕрлесе ҫитерме тăрăшнă. Специалистсем хăйсене шанса панă ĕҫе тулли кăмăлпа, яваплăха туйса пурнăҫласа пынă. Ертӳҫĕ тивĕҫне те тивĕҫлĕн тытса пыма пикеннĕ», – тесе сăмаха малалла тăснă вăл.
Харпăр хăй ĕҫне ертӳҫĕ хаклама пĕлни.
«Эпĕ кирлĕ вăхăтпа ҫулсенче тата кирлĕ ҫĕрте ҫуралса ӳснĕ тесе шухăшлатăп. 60-мĕш ҫулсем вĕҫĕнче ҫуралнă. Совет союзĕ тапхăрĕнче, ялта ҫуралса ӳсни те пысăк пĕлтерĕшлĕ тесе хаклатăп. Пирĕн вăхăтра пĕтĕмпех эпир хамăр алăсемпе ĕҫе пурнăҫланă, пысăк технологи пачах та пулман тесен те йăнăш мар. Мана мĕн ачаран пурнăҫ ĕҫлеме вĕрентнĕ. Тăрăшса ĕҫлесен, ҫитĕнӳ патне ăнтăласси те часах, эпир ăна питĕ лайăх ăнланнă. Ҫĕршывара пулса иртекен ҫĕнĕлĕхсене курса, вĕсене тивĕҫтерсе пыма пĕлни те паха. Кулленех ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма тăрăшнă, ҫĕнни патне ăнтăлассишĕн ырми-канми вăй хунă. Кăтартусемпе палăрас тесессĕн, сахал мар ĕҫлемеллине те эпир лайăх чухланă. Енчен те ҫитĕнӳ пулсан вара, тата та пысăкрах кăтартусем патне ăнтăлассишĕн хавхалансах ĕҫленĕ», – тенĕ регион Пуҫлăхĕ.
Ăста ертӳҫĕ ыйтăва хускатнă май: «Эпĕ хама мĕн чухлĕ «пиҫсе ҫитнĕ» ертӳҫĕ тесе шутлатăп? ыйтăва хуравлас тесессĕн, нимĕн иккĕленмесĕрех ҫирĕппĕн калама пултаратăп, туптанса ҫитнĕ ҫын теме пултарайратăп. Пур-пĕрех эпĕ хама пур енлĕн те пысăк хак памастăп-ха. Кашни ҫын яланах хăйпе пĕтĕмпех килĕшмест. Шăпах та, ертӳҫĕшĕн ҫак хаклав чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать-те пулĕ. Кун пек чухне, ертӳҫĕ пулса тăрăшакан кулленех малалла тата та пысăк ҫитĕнӳсем патне туртăнать, ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма пикенет, тавра-курăмлăхне ӳстерсе тата та пысăкрах профессионал пулма тăрăшать. Паха профессионал кирлĕ пек йышăнусем туса хăварма пĕлет. Хамăра-хамăр яланах критиклеме пĕлни – пысăк ҫитĕнӳсем патне ăнтăлма май парать, ҫитменлĕхсене тупса палăртма пулăшать. Иртни – пĕтĕмпех пирĕн паха ĕҫ опычĕ, паянхи вара пурнăҫ ыйтакан тĕллевсене пурнăҫлама май парать. Хамăра хамăр критиклени, кулленех ҫĕнни патне ăнтăлни, тата та лайăхрах ĕҫлеме вĕренес текен шухăшсем – ҫав тери пĕлтерĕшлĕ пайсем пулса тăраҫҫĕ те ăста ертӳҫĕшĕн», – тесе хушса каланă Пуҫлăх хăйĕн сăмахĕнче.
Ăста ертӳҫĕ пулас тесессĕн социаллă витĕмлĕхсем пĕлтерĕшлĕ е ҫук тесен, хуравĕ те часах тупăнать. «Кирек-епле процесра та комплекслă ĕҫлеме тăрăшни паха. Тĕрлĕ ăмăртусем пулсан, ҫынсене професси тĕлĕшĕнчен хаклама аван. Кашни ҫын тата та пуянрах ăс-хакăллă пулассишĕн кулленех тăрăшса вĕренсе пырĕ, ҫĕннисене ăша хывса ҫитĕнӳсем патне ăнтăлĕ. Тепĕр тесен, ҫитĕнекен ăрăва, ҫамрăк яш-кĕрĕме хăйсене кирлĕ пек ĕҫре тупма аван, ертӳҫĕсене вара хăйсем тавра паха профессионалсене явăҫтарма, вĕсемпе пĕрле килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пыма та меллĕрех пулĕ», – тенĕ сăмаха ҫавăрса.