Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Гайдар форумне хутшӑнӗ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Гайдар форумне хутшӑнӗ

 Чăваш Ен Пуҫлăхĕ паян, кăрлач уйăхĕн 13-мĕшĕнче Гайдар форумĕнче пулать, «Современный руководитель: от компетентности к зрелости» ятлă ыйтупа  йĕркеленĕ уҫă калаҫăва хутшăнать.

Онлайн-трансляцине 10 сехет те 15 минутра ҫак ссылкăпа курма пулать.  

Уҫă калаҫăва йĕркелесе ертсе пыраканĕ  Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн /РАНХиГС/  Аслă шкулĕн деканĕ Илья Шебураков.  Кун йĕркинчи ыйтупа килĕшӳллĕн тухса калаҫакансен йышĕнче: Ханты-Мансийск хулин пуҫлăхĕ Максим Ряшин тата  Раççей Президенчĕ çумĕнчи Патшалăх службин тата халăх хуçалăхĕн Раççей академийĕн /РАНХиГС/   Аслă шкулĕн наука ертӳҫи Юрий Синягин пулĕ.  Мероприятине пухăнакансем ертӳҫĕсем пулас тесессĕн, еплерех аталанса пырасси пирки канашлĕҫ, паянхи пурнăҫа тивĕҫтерекен ыйтусене татса пама паха профессионалсем пулассишĕн ҫĕнĕлĕхсемпе паллашĕҫ. Харпăр хăй ĕçне йĕркелемешкĕн, паха профессионал пулма вĕренмешкĕн, вĕсене çĕнĕ тата пурнăç ыйтакан пĕлӳ илмешкĕн пулăшасси ыйту та актуаллă.

Палăртса хăваратпăр, Гайдар форумне ҫулсеренех 2010-мĕш ҫултан пуҫласа йĕркелесе ирттерсе пыраҫҫĕ.  Паллă пулăма Раҫҫей Федерацийĕн Правительстви пысăк витĕм кӳрсе пырать.    Ҫивĕч ыйтусем – Раҫҫейшĕн пĕлтерĕшлĕ те приоритетлă. Вĕсем социаллă сферăпа, инфратытăма аталантарасси, цифра трансформацийĕ, пысăк технологисен аталанăвĕ, экологи тата ытти те.     



13 января 2022
08:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter