Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Раҫҫей пичечĕн тата Чăваш пичечĕн кунĕсем ячӗпе саламлани

Хисеплĕ журналистсем, издательсем тата полиграфистсем! Пичетĕн тата массăллă информаци хатĕрĕсен хаклă ветеранĕсем!

Сире професси уявĕсем - Раҫҫей пичечĕн тата Чăваш пичечĕн кунĕсем - ячĕпе саламлатăп!

Республика пурнăҫне анлă аудитори сирĕн куҫпа курать, эсир каласа кăтартнинчен Чăваш Ен ҫитĕнĕвĕсем, унăн малашлăхри аталану планĕсем ҫинчен пĕлсе тăрать. Сирĕн ĕҫ кăткăс та яваплă: вăл общество шухăш-кăмăлне йĕркелет, влаҫпа обществăн конструктивлă хутшăнăвне йĕркелеме пулăшать, ҫапла майпа республикăри тăнăҫлăха тивĕҫтерет. Сирĕн ĕҫ яланах кирлĕ, информацие тĕрĕс те оперативлă илсе тăма май панăшăн вулакансем, итлекенсем, куракансем сире чунтан хисеплеҫҫĕ, шанаҫҫĕ.

Мухтавлă ентешсен ҫулталăкĕнче эпир Чăваш Республикин аталанăвне пысăк тӳпе хывнă нумай ҫынна аса илетпĕр. Вĕсен йышĕнче - чăваш публицистикин патриархĕсем Николай Никольский, Демьян Семенов, Валентинăпа Михаил Ивановсем, ыттисем. Паллă ентешсен тĕслĕхĕ сире пултарулăхпа ҫыхăннă ҫĕнĕ проектсене, Чăваш Республикин пуян историйĕпе культурине, унăн хăйне евĕрлĕ хăватне уҫса параканскерсене, пурнăҫлама хавхалантарасса шанатăп.   

Сирĕн интереслĕ материалсем, пысăк тиражсемпе рейтингсем, пултарулăх ĕҫĕнче иксĕлми хавхалану пулччăр, профессире ҫĕнĕ тĕллевсене парăнтарăр. Сире тата ҫывăх ҫыннăрсене телей тата ҫирĕп сывлăх сунатăп!

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ       Олег Николаев

 



13 января 2022
08:00
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter