Гайдар форумне хутшăнчĕ
Кашни çулах Раççейре Гайдар форумне йĕркелеççĕ. Кăçал вăл 13-мĕш хут иртет. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев та унта хутшăнчĕ. Регион, район е хула аталанăвĕ шăпах ертӳçĕрен чылай килет. «Çивĕч ыйтусене вăхăтра тата хăвăрт татса парасси, çынсен шухăшне шута илсе ĕçлесси ертӳçĕ пиçсе çитнине, çирĕп пулнине пĕлтерет», – палăртрĕ республика ертӳçи Олег Николаев. Кашни йышăну çынсен пурнăç шайне пырса тивет. Эппин, ĕçе пурнăçланă чухне ыйтăва пур енчен те тишкермеллине каларĕ Олег Алексеевич. Тĕрлĕ тытăмра ĕçлени, пĕлĕве анлăлатни те ертӳçĕн витĕмне ӳстерет. Олег Николаев хăйĕн ачалăхне аса илчĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çул вĕçĕсенче çуралнăскер, вăл ĕçпе пиçĕхсе çитĕннĕ. Çакă ăна çирĕпрех пулма хистенĕ. Тĕллевсене пурнăçлама ĕçлемелле пулнă. Çĕршыври улшăнусем те çĕнĕ пурнăç çине урăхларах пăхтарнă. Кашни ертӳçĕн шыравра пулмалла. Ку ăна малалла аталантарĕ терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев/