Çеçпĕл тăванĕ курав йĕркеленĕ

Чăваш Енĕн çут çанталăкне, ял пурнăçне сăнлакан 100-е яхăн картинăпа паллаштарать Халăхсен туслăхĕн çуртĕнче йĕркеленĕ курав.

Экспозицири ӳкерчĕксен авторĕ — Канаш районĕнчи Çеçпĕл ялĕнче çуралса ӳснĕ Владимир Кузьмин. Унăн ĕçĕсем Раççейри, Беларуçри, Литвари, Вăтам Азири уйрăм çынсен коллекцийĕсене илем кӳреççĕ. Ӳнерçĕ натюрморт, православи сĕмĕллĕ ӳкерчĕксем хатĕрлеме те ăста. Ятарлă пĕлӳ илмесĕрех живопиç енĕпе пысăк çитĕнӳсем тăвать вăл. Хăйĕн пурнăçне ӳнере халалланă тесен те юрать. Владимир Кузьмин — Çеçпĕл Мишшин тăванĕ. «Тăван ен лирики» курав нарăс уйăхĕн варринче вĕçленĕ.



Хыпар
17 января 2022
19:28
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter