Пасарта та QR-код кирлĕ

Тунтикунхи канашлура коронавирус темине пĕтĕмлетнĕ май Олег Николаев çĕршывра пандемин çĕнĕ хумĕ çĕкленсе пынине палăртрĕ.

Ку омикрон штампа çыхăннă. Вăл Раççейре пысăк хăвăртлăхпа сарăлса пыни куçкĕрет. «Пĕр эрне каялла кăна коронавирус ернисен талăкри йышĕ 16-17 пин çынччĕ. Ĕнер вара 30 пин патнелле çывхарнă — кунашкал хăвăртлăх хальччен пулман», — терĕ Олег Алексеевич. Çавăнпа сыхлăхăн хăйсен уссине çирĕплетнĕ мерисене пурнăçласси паян уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.



Хыпар
18 января 2022
09:07
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter