Шупашкарта НФЦăн тата тепӗр офисне тума палӑртнӑ

Шупашкарта НФЦăн тата тепӗр офисне тума палӑртнӑ

Палăртнă ыйтăва Правительство ҫуртĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ ирттернĕ канашлура пăхса тухнă.  Чăваш Республикин Строительство министерствине, Чăваш Республикин Экономика министерствине тата Шупашкар хула администрацине объекта хута яма ятарлă ҫĕр вырăнне тупса хатĕрлеме хушнă паянхи ĕҫлĕ канашлу вăхăтĕнче регион Пуҫлăхĕ.  

Пĕр вырăнта патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсене парса тивĕҫтерме тата Чăваш Республикинчи Шалти ĕҫсен министерствин ҪҪХПИ ҫул-йĕрпе патруль службин регистраци пунктне пуҫарса ярсан та меллĕ пуласси куҫ кĕретех.

«Пирĕн Чăваш Республикин Шалти ĕҫсен министерствипе пĕрлехи ĕҫлĕ ҫыхăнусем пур. Вĕсене тĕпе хурса халăха валли хăтлă условисем йĕркелесе тăратас ыйту кун йĕркинчех. Автомашинăсене регистрацилемелли пункт ĕҫне пуҫарса ярсан питĕ те аван пулнă пулĕччĕ», – тесе каланă хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев.

Чăваш Енре пĕтĕмпе «Манăн документсем» сет 32 вырăнта шутланса тăрать. Пурĕ вĕсенче «295» чӳрече ĕҫне йĕркеленĕ.  Вĕсем республикăра пурăнакансене патшалăх пулăшăвĕсемпе тивĕҫтереҫҫĕ, ҫакнашкал ĕҫе  Шупашкарта – 106 вырăнта пуҫарса янă.  «Пĕр чӳрече» принципĕпе пĕтĕмпе мĕнпур халăхран 96,4 проценчĕ усă курать.

«Паллă,   хула кунран-кун ӳссе пысăкланать.  Кун пек уйрăмсем сахал тесен те йăнăшах мар пулĕ.  Офиссенче сахал мар ҫын, кирлĕ пек пулăшусемпе усă курассишĕн тăрăшать.  Уйрăмах, ҫĕнĕ микрорайонсенче ҫакăн евĕр офис ĕҫĕсене йĕркелесе ярсан пĕлтерĕшлĕ», – тесе сăмаха хушса каланă Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов.  

Чăваш Республикин Экономика министерстви пĕлтернĕ тăрăх, 2024 ҫулччен НФЦ сечĕсене аталантарассипе ятарлă программа пурнăҫа кĕрсе пырать.  Объектсене централизацилесси ыйту та кун йĕркинче.  Сăмах май, 2021 ҫулта ҫурла уйăхĕнче Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев стратеги сессине ирттернĕччĕ.   

НФЦ офисĕсене пĕрлехи тытăма йĕркелессине 2021 ҫулта пуҫарса янă, вĕсен пĕр пек регламент пулĕ.  Нумай чухне, гражданин ăҫта регистрациленнине тĕпе хумасăрах, патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсемпе НФЦ офисĕсенче усă курма ирĕк пур.  

Хальхи вăхăтра НФЦ 200 тĕрлĕ пулăшусемпе тивĕҫтерет.  Калăпăр, 2021 ҫулта  пулăшу пайĕ хушма ҫĕнĕ 8 пулăшу ĕҫĕпе пуянланнă.  Кулленех кăтарту ӳссе, анлăланса пырать. Чи лайăххи - COVID-19 сертификатне те илме май пур НФЦ центрĕсенче. Ку ҫĕнĕлĕхе халăх хапăл тусах йышăннă.  Пуласлăхра тата та ҫĕнĕлĕхсем кĕртĕҫ: инвесторсене валли ĕҫ хучĕсене хатĕрлеме витĕм кӳресси те куҫ кĕретех пулĕ. ТелеМФЦ сервисне йĕркелес ыйту та кун йĕркинчех тăрать, кун пек тытăмра предпринимательсене валли тĕрлĕ консультацисем пама аван пуласси те паллă.  Ҫак ĕҫе Чăваш Енри мĕнпур пысăк НФЦче пуҫарса ярасшăн ҫитес тапхăрта.  

«Росатом» Патшалăх корпорацийĕн «Эффективлă регион» проекчĕпе килĕшӳллĕн, Чăваш Ен тухăҫлă лайăх ĕҫе йĕркелесе пыракан виҫĕ пилот регион шутĕнче тăрать.  Апла пулсан, шăпах та , НФЦ ĕҫĕсене оптимизацилесси ыйту та пĕлтерĕшлĕ пулса тухать.

2010-мĕш ҫултан пуҫласа НФЦ пулăшăвĕсемпе усă курас текенсен йышĕ 12,6 процента ҫити ӳснĕ. Енчен те малтан пурĕ те 140 пин ҫын пулнă пулсан, халĕ ҫак кăтарту 1,7 млн ҫитнĕ. Халăх Росреестр тата Раҫҫей Шалти ĕҫсен министерствин пулăшăвĕсемпе ытларах усă курни сисĕнет тесе ҫирĕплетеҫҫĕ специалистсем. Регионта Чăваш Республикин Ĕҫлев министерствин  пулăшăвĕсемпе усă куракансем ытларах.   



18 января 2022
14:32
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter