Каяша ял-хуларан турттарасси халĕ те калаçтарать

Паян ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе Правительство çуртĕнче республикăн коммуналлă хытă каяш çаврăнăшĕн тытăмне аталантармалли концепцине сӳтсе яврĕç.

— Пирĕн тĕллев — хытă каяша республикăри çынсем пурăнакан хула-ялтан полигонсене турттарса тăмалли хальхи системăна тĕпе хурса коммуналлă хытă каяш çаврăнăшĕн территори схемине улшăнусем кĕртесси, вĕсене республикăра пурăнакансемпе пĕрле кĕске хушăра тата тĕплĕн тишкересси, — терĕ Олег Алексеевич. — Пирĕн каяш çаврăнăшне республикăра пурăнакансен сĕнĕвĕсене шута илсе, тавралăха сиен кӳмесĕр йĕркелемелле.

Нумай вăхăтлăх концепципе ЧР çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министрĕ Эмир Бедертдинов паллаштарчĕ. Унта çĕнĕлĕх чылай кĕртнĕ.

Хальхи вăхăтра республикăра хытă каяшăн 1,9 % кăна уйăраççĕ. Министр 2024 çул тĕлне 8% уйăрма пуçлассине пĕлтерчĕ. ЧР Пуçлăхĕ çак калăпăш çителĕксĕррине палăртрĕ, çитес çулсенче хытă каяша уйăракан темиçе предприяти уçмалла терĕ. Кĕскен, канашлура халăха кăсăклантаракан çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç.



Хыпар
19 января 2022
19:24
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter