Шупашкар тата Чӑваш Епархийĕ 75 ҫулта

Паян Шупашкар тата Чӑваш Епархийĕ йĕркеленнĕренпе 75 ҫул ҫитрĕ.Ҫак ятпа Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрĕнче савӑнӑҫлӑ мероприяти иртрĕ.

Унта ЧР Пуҫлӑхĕ Олег Николаев, Савватий владыка, Чӑваш Республикин пĕрремĕш Президенчĕ Николай Федоров, министрсем, ЧР Патшалӑх Канашĕн депутачĕсем, Шупашкар хула ертӳлĕхĕ, тĕн ҫыннисем Турра ĕненекенсем хутшӑнчĕҫ. Асӑннӑ уява хĕллехи тĕн уявĕсене - Раштавпа Кӑшарние те - халалланӑ. Уявра харпӑр хӑй ӗҫĕнче уйрӑмах палӑрнӑ тĕн ҫыннисене патшалӑх тата чиркӳ наградисем парса чысларĕҫ. Унтан чиркӳсен ҫумĕнчи хорсенче юрлакансем илемлĕ юрӑсем шӑрантарчĕҫ. Мероприятире палӑртнӑ тӑрӑх, юлашки вӑхӑтра республикӑра чиркӳсем тӑвас, пачӑшкӑсем хатĕрлес енĕпе нумай ĕҫ пурнӑҫланӑ. Тӑваҫҫĕ те. Чӑваш Енри халӑх Турра ĕненет, Турӑ саккунĕсене пӑхӑнса пурӑнма тӑрӑшать тесе палӑртрĕҫ. Пирĕн халӑх Библие чӑвашла куҫарнӑ. Апла тӑк чӑвашсем аталансах пыраҫҫĕ. Кун пек халӑх нихӑҫан та ҫĕр питĕнчен ҫĕтмест.



Хыпар
20 января 2022
19:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter