Журналистсене чысларĕç

Паян "Хыпар" хаçат пичетленме пуçланăранпа 116 çул çитрĕ. Шăпах çак кун Правительство çуртĕнче массăллă информаци хатĕрĕсенче ĕçлекенсене Раççей тата Чăваш пичет кунĕсем ячĕпе саламларĕç.

Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев çак тытăм влаçăн тăваттăмĕш турачĕ пулнине палăртрĕ. Паянхи пурнăçра информаци саракансем нумаййине, çавăнпах журналистсен ăсталăхĕ уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртрĕ. Раççей шайĕнчи конкурссенче çĕнтернисемпе мухтаннине каласа хăварчĕ. 2021 çулта федерацин "Рублевая зона",  "СМИротворец"конкурĕсен регион шайĕнчи çĕнтерÿçисене Чăваш Енре йышăнни çине пусăм турĕ. Республикăра PR-специалистсен хушшинче "PRофи-21" профăсталăх конкурсĕ иртнине аса илтерчĕ. Олег Алексеевич журналистсене яланах шыравра пулма, çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма сунчĕ.

Цифра министрĕ Кристина Майнина журналистсем çĕнĕ мультимедиа формачĕсемпе усă курнине палăртрĕ. Шăпах çакă информацие вулакан-итлекен-куракан патне вăхăтра çитерме май парать.

Уявра журналистсене чысларĕç. Çак йышра "Хыпар" Издательство çуртĕнче тăрăшакансем те пулчĕç. "Хресчен сасси" хаçат корреспонденчĕ Лариса Никитина "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" ятa тивĕçрĕ. "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат ĕçченне Марина Тумалановăна РФ Цифра аталанăвĕпе çыхăну тата массăллă коммуникацисен министерствин Хисеп хучĕпе наградăларĕç. Василий Кузьмин фотокорреспондента  - ЧР Патшалăх Канашĕн, "Чăваш хĕрарăмĕ" хаçат корреспондентне Ирина Ивановăна республикăри Хĕрарăмсен союзĕн Тав хучĕсемпе хавхалантарчĕç. РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева "Хыпар" Издательство çурчĕн пысăк йышне Тав хучĕпе чысларĕ.



Хыпар
21 января 2022
17:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter