Ҫулсем ҫинче инкексем пуласран купаланса выртакан юрсене вăхăтра тасатса тăмаллине асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Республикăра автомашина ҫулĕсемпе епле лару-тăру пулни пирки ыйтăва паян Правительство ҫуртĕнче кашни эрнере пулакан ĕҫлĕ планеркăра тарăн сӳтсе явнă.  

«Ҫĕнĕ Шупашкарпа  Шупашкар хулинчи ҫулсем ҫине уйрăмах тимлĕх уйăрмалла, йывăр тиенĕ автомашинăсене хула витĕр ҫӳретме ирĕк паракан саккун йĕркисене ҫĕнĕрен тĕплĕн пăхса тухсан аван», - тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев. Ку ыйтупа активлăрах ĕҫлемелле. « Кашнинчех калатпăр, пур-пĕрех ҫитменлĕхсем те  ҫук мар.  Чару тата асăрхаттару паллисене ҫителĕклĕ таран вырнаҫтарманни те тепре чухне пулкалать.  Ҫĕнĕ йĕрке палăртса хурăр. Уйăх хушшинче кирлĕ пек сĕнӳсем тăратма ыйтатăп», - тесе хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.

Кун йĕркинчи тепĕр пысăк ыйтусенчен пĕри – автомашинăсене тĕлли-паллисĕр кирлĕ-кирлĕ мар вырăна лартса хăварни.  Енчен те чару паллисем пур пулсан, вăл территорисене пачах та транспорта лартма юрамасть. Кун пирки пурин те лайăх ăнланмалла.  «Енчен те йĕрке пăсакансене явап тыттармастпăр пулсан, кун пек йĕркесĕрлĕх ӳлĕмрен те пуласси часах», – тесе асăрхаттарнă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев.   Ку ыйтăва уйăх хушшинче уҫăмлатма хушнă республика Пуҫлăхĕ сăмаха малалла тăснă май.   Регион Ертӳҫи хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсене Патшалăх ҫурт-йĕр инспекцийĕнче тăрăшакансемпе пĕрле ҫуртсем таврашĕнчи тирпейлĕхе пăхса тухма, йĕрке пăсакансене тупса палăртма чĕнсе каланă.  Енчен те ҫуртсем таврашĕнче юр куписем выртаҫҫĕ пулсан, тирпейлĕх хуҫаланмасан, явап тыттармаллине тепĕр хут асăрхаттарнă.  «Нумай хваттерлĕ ҫуртсем таврашĕнче яланах тирпейлĕ пулмалла, енчен те йĕркесĕрлĕх хуҫаланать пулсан, предприяти ĕҫченĕсене явап тыттармалла», – тесе каланă вăл.    

«Чи малтанах, юр купи нумай выртакан лаптăксем пирки ыйтăва уҫăмлатмалла.  Тепре чухне тăкăрлăксенче ҫав тери пысăк кĕртсем, нумай чухне халăха чăрмав кӳни те пулкалать.  Ҫурран ҫӳрекенсем йывăрлăхсем пуррине пĕлтереҫҫĕ», - тенĕ вăл. Ку ыйтăва эрне хушшинче татса памаллине те палăртнă регион Пуҫлăхĕ.

Хĕллехи тапхăрта автомашина ҫулĕсене тирпейлесе тăрассипе палăртнă контрактсене туллин тата вăхăтра пурнăҫа кĕртсе пымаллине каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   

Тепĕр ырă пулăм пирки чарăнса тăнă вăл.  Чăваш Республикин территорине кĕмелли ятарлă вырăн патĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев хушăвĕпе килĕшӳллĕн ятарлă паллăсем вырнаҫтарĕҫ. Ку пирĕн региона палăртакан ятарлă паллă пулĕ.  Ҫĕнĕ пуҫарăва республика Пуҫлăхĕ йĕркелесе янă.  

Чăваш Республикин транспорт тата ҫул-йĕр хуҫалăхĕн министрĕ Владимир Осипов хăйĕн сăмахĕнче пĕтĕмĕшле пирĕн республикăра ҫул-йĕр комплексĕ тивĕҫлĕ шайра ĕҫлесе пынине пĕлтернĕ, пăтăрмахсем хальлĕхе пулманнине те асăннă ведомство ертӳҫи.  

Ятарлă служба ĕҫченĕсем кунне-ҫĕрне пăхмасăр сыхă тăраҫҫĕ.  Республикăра «onlin» режимра хĕллехи тапхăрта ҫулсем епле пулни пирки хыпарсене туллин пĕлсе тăраҫҫĕ специалистсем. Видеосăнавсем те ҫителĕклĕ.   Автомашина ҫулĕсем ҫинче пăрлаклă вырăнсенчен хăтăлас тĕлĕшпе ятарлă хатĕрсем сапаҫҫĕ.   Ҫитменлĕхсене вăхăтра палăртаҫҫĕ, вĕсемпе те тивĕҫлĕ мерăсем йышăнса хăварнине каланă ведомство ертӳҫи.



24 января 2022
15:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter