Хăйсен ĕçне яваплă пурнăçлакансем
Сăмахпа ăста усă курса вулакан, итлекен, куракан патне хыпара вăхăтра илсе çитерекенсем, паллах, журналистсем. Хаçат-журналта, радио е телевиденинче вай хурать-и журналист, вĕсем пурте пĕр тĕллеве пурнăçлаççĕ – хăйсен яваплăхне туйса кашни пулăма, кашни пĕлтерешлĕ хыпара халăх патне витĕмлĕ те васкавлă илсе çитерме тăрăшмалла. Хăйсен професси уявне паллă тунă май маттур та хастар, хăйсен ĕçне тивçĕлĕ те яваплă пурнăçласа пыракан ăстасене правительство çуртĕнче чысларĕç.