Куҫару сайчӗ ҫӗнелнӗ

«Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» 2019 ҫултах, Яндекс.Тӑлмач хӑйӗн йышне чӑваш чӗлхине кӗртес умӗнех, нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлекен ятарлӑ куҫару сайтне хута янӑччӗ. Ун пирки эпир халӑха пӗлтертӗмӗр пулин те, ҫавах та тепӗр темиҫе уйӑхран Яндекс.Тӑлмач та чӑвашла куҫарма пуҫланӑ хыҫҫӑн сайт пирки ытлашши шарламарӑмӑр.

Калас пулать: сайтӑн тӗп тивӗҫӗ практикӑра усӑ куракан мӑшӑрсене пухассиччӗ. Ҫавна май унӑн функционалӗ пирки ытлашшиех пуҫ ватса тӑмарӑмӑр. Унпа ӗҫлеме меллӗрех тӑвас вырӑнне мӑшӑрсене пухас, тата вӗсенчен лайӑххине суйлас ӗҫе мала хутӑмӑр. Апла пулин те меллӗ сайт хатӗрлесси пирки те манмарӑмӑр, ӑна майӗпен ӑсталарӑмӑр. Шел те, пӗр кӑлтӑк сиксе тухнине пула, ӑна ниепле те хӑвӑрт татса пама май килменрен, ҫак ӗҫ вӑраха тӑсӑлса кайрӗ. Телее, нумай пулмасть ҫав йывӑрлӑха ҫӗнтерме пултартӑмӑр. Вара малалли ӗҫ хӑвӑрт кайрӗ — паян ак ҫӗнетнӗ версие сире кӑтартма та май ҫитертӗмӗр!

Ҫӗнетнӗ сайта ҫӗнӗ ят та патӑмӑр: малашне вӑл «Атӑл.Тӑлмач» ятпа пулӗ. Май ҫитерсен кунта чӑвашларан вырӑсла ҫеҫ мар, ытти чӗлхесем ҫине те куҫарма меслет тӑвӑпӑр. Сӑмахран, хальхи вӑхӑтра ҫармӑсларан вырӑсла куҫарма пулать.

«Атӑл.Тӑлмач» каларӑмӑр ӗнтӗ, нейронлӑ алгоритмпа ӗҫлет. Ку хыпара ҫырнӑ вӑхӑтра вӑл 673 пин мӑшӑрпа вӗрентнӗ модельпе усӑ курса куҫарать. Ҫывӑх вӑхӑтра эпир моделе ҫӗнетес шухӑшлӑ — «Чӑваш чӗлхин икчӗлхеллӗ ҫӳпҫинче» куҫарнӑ сӑмах йышне 10 миллиона ҫитеретпӗр те вара ҫак ӗҫе пуҫӑнатпӑр.

Сайтӑн тӗп тивӗҫӗ малтанхиех юлнӑ: практикӑра усӑ куракан мӑшӑрсене хатӗрлесси. Ҫавна май «Чӑваш чӗлхи лабораторийӗ» сире чӗнсе калать: сайтпа усӑ курса куҫарӑр, вӑл куҫарнӑ мӑшӑрсене хакласа пулӑшӑр! Ку вара куҫаруҫӑн пахалӑхне самай ӳстерме май парӗ.



Чăваш халăх сайчĕ
24 января 2022
17:44
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter