Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев Студентсен кунĕ ячĕпе саламлани

Хаклă туссем!

Сире Студентсен кунĕ ячĕпе саламлатăп!

Студент  ҫулĕсем  -  чи ҫутă ĕмĕт-тĕллевпе хăюллă шухăшсен тапхăрĕ. Шăпах вĕреннĕ вăхăтра ҫын характерĕ, пурнăҫ принципĕсем йĕркеленеҫҫĕ. Студент ҫулĕсенче ҫуралнă туслăх чылай чухне каярахпа ĕҫри хутшăнусене ҫирĕплетет.

Паян 64 пин студент республикăри 18 техникумпа колледжра, аслă пĕлӳ паракан 13 организацире тĕрлĕ профессие вĕренет. Ҫулсерен Чăваш Ен представителĕсем ҫамрăксен форумĕсене хутшăнаҫҫĕ, пысăк ҫитĕнӳ тăваҫҫĕ. 2021 ҫулта Федерацин Атăлҫи округĕнчи «iВолга» форумра Чăваш Республикин ҫамрăкĕсем 1,6 миллион тенкĕлĕх 5 грант ҫĕнсе илнĕ. Пĕтĕм Раҫҫейри «Студентсен ҫуркунни» фестивальте Чăваш Ен делегацийĕ 11 наградăна тивĕҫнĕ, ҫĕрышври 77 регион хушшинче ТОП-10 шутне кĕнĕ.

Фестивальсемпе форумсем, ҫамрăксен слечĕсемпе социаллă проектсем - пĕр пулăм та волонтер студентсем хутшăнмасăр иртмест. Хальхи вăхăтра вĕсен йышĕ 32 пинрен те ытларах. Республикăра ҫамрăксене пулăшассине, хавхалантарассине пысăк тимлĕх уйăратпăр: пултарулăхри ăнтăлушăн стипенди, ҫамрăксен патшалăх премине, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн ятран уйăракан стипенди паратпăр.

Уяв кунĕнче студентсене тапса тăракан вăй-хал, ăнăҫу, ăнтăлу сунатăп!

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ                           Олег Николаев



25 января 2022
07:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter