Инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли квотăсене туллинрех пурнăçлĕç

Министрсен Кабинечĕ юнкун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларура виçĕ саккун проектне ырларĕ, Правительствăн темиçе йышăнăвне улшăнусем кĕртессине çирĕплетрĕ.

Саккунсене илес тĕк — республикăн инвалидсем валли ĕç вырăнĕсене квотăламалли саккунне кĕртме сĕннĕ улшăнусем çинчен тĕплĕнрех каласа хăварни вырăнлă. Правительство регион шайĕнчи документа федераци саккунĕпе çураçтармалли тӳрлетӳсене ырларĕ. Чăваш Енре инвалидсене ĕçе йышăнмалли квотăсем улшăнмаççĕ, унчченхисемех юлаççĕ: 100 çын ытларах ĕçлекен предприятисемпе организацисемшĕн квота 3% танлашать, 35-рен тытăнса 100 çын таран ĕçлет пулан — 2%. Анчах çĕнĕ нормăсемпе килĕшӳллĕн инвалидсемпе ĕç хутшăнăвĕсене официаллă йĕркепе çирĕплетсен кăна квота пурнăçланнă шутланать, хевтесĕр çынсем валли ĕç вырăнĕсем йĕркелени кăна шута кĕмĕ.

Ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, паянхи кун 100 ытларах çын вăй хуракан предприятисенче квота 83% яхăн пурнăçланать, 35-100 çын ĕçлекеннисенче — кăшт ытларах, 89%. «Федерацин саккунĕ çĕнелнине кура хамăрăн саккуна кĕртме сĕннĕ улшăнусем, ман шутпа, инвалидсене ĕçе вырнаçтармалли квотăсене туллинрех пурнăçлама май парĕç», — терĕ Алена Геннадьевна.

Олег Николаев министерствăна предприятисемпе организацисенчи лару-тăрăва тĕплĕ тишкерме хушрĕ, саккун положенийĕсене пурнăçламалли хушма мерăсем хатĕрлени вырăнлине палăртрĕ. Çакна вăл хевтесĕр çынсене ĕçпе тивĕçтермелли квотăсем пысăкрах пулмаллипе сăлтавларĕ.

Кун йĕркинче инвалидсемпех çыхăннă тепĕр ыйту та пулчĕ — Министрсен Кабинечĕ вĕсен реабилитацийĕн тытăмне хакламалли йĕркене çирĕплетрĕ. Çак хаклава çуллен темиçе критерипе йĕркелĕç. Çав шутра — регион шайĕнчи тытăма йĕркелессин комплекслăхне тивĕçтерни, инвалидсем хăйсене кӳрекен пулăшупа кăмăллă пулни, организацисене тивĕçлĕ профильлĕ специалистсемпе комплектлани. Палăртни вырăнлă: хальхи вăхăтра республикăра инвалидсене реабилитаци пулăшăвĕпе 494 организаци тивĕçтерет.



Хыпар
26 января 2022
16:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter