Нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттересшӗн

Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев республикӑри предприяти-организаци ертӳҫисене ҫынсен пӗр пайне инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерме сӗннӗ. Ку мелпе вӑл ҫынсене нарӑс уйӑхӗн 6-мӗшӗччен вӑй хуртарасшӑн. Асӑннӑ сӗнӳ пур организацие те пырса тивет, ҫав шутра — тӗрлӗ харпӑрлӑх формиллисемпе уйрӑм усламҫӑсене те.

Ӗнер, кӑрлач уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, пирӗн республикӑра 235 ҫын кӑшӑлвирус инфекцийӗпе чирленине тупса палӑртнӑ. Иртнӗ талӑкра больницӑна сипленме вырттарнисен йышӗ 30 процент нумайланнӑ, килте сипленекеннисен — 50 процент.

Республика ертӳҫи канашулсене май килнӗ таран инҫет ҫыхӑну мелӗпе ирттерме, массӑллӑ мероприятисене каярах вӑхӑта куҫарма хушнӑ.



Чăваш халăх сайчĕ
26 января 2022
14:27
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter