Шупашкарта хула клиника центрĕ уçăлчĕ

Паян Шупашкарти кăнтăр хĕвел анăç районĕнче вырнаçнă хулари клиника центрĕ тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн хăйĕн алăкĕсене уçрĕ. Çак ятпа кунта тăрăшакансене РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева, çавăн пекех ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Владимир Степанов саламларĕç.

— Паян пысăк савăнăç — пирĕн поликлиника тĕплĕ юсав ĕçĕсем ирттернĕ хыççăн уçăлчĕ. Халĕ кунта ăшă, илемлĕ, çутă. Эпир тулли кăмăлпа ĕçлеме хатĕр, — палăртрĕç клиника центрĕнче тăрăшакансем те.

Çавăн пекех хăнасем «Тав сире, тухтăрсем!» акципе килĕшӳллĕн шур халатлă ĕçченсене пылак кучченеç парса хавхалантарчĕç.



Хыпар
26 января 2022
19:02
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter