Татьянăсене чысларĕç
Кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕ – Раççей студенчĕсен кунĕ. Теприсем ăна Татьяна кунĕ теççĕ. Çав кун православи тĕнне тытса пыракансем Çветтуй Татианăна асăнаççĕ. Вăл студентсен хӳтĕлевçи шутланать. Шăпах çакна шута илсе Правительство çуртĕнче Татьянăсене – республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнисене – пухрĕç. Пĕр вырăнта çирĕм тăхăр Татьяна. Чылайăшĕн ячĕ кăна мар, ашшĕ ячĕ те пĕрешкелех. Кашниех илемлĕ, пуçаруллă, хастар тата маттур. Татьяна Назарова, сăмахран, «Пултаруллă вĕрентекен» конкурсра çĕнтернĕ. «Республика Пуçлăхĕн стипендине кăçал пĕрремĕш хул илме тивĕç пултăм», – палăртать Татьяна Юрьевна. ТАТЬЯНА НАЗАРОВА: «Çакнашкал стипенди илме питĕ пысăк чыс маншăн. Ăна илме питĕ нумай тăрăшас пулать. Виçĕ çул хушши эпир тĕрлĕ конкурссенче хутшăнатпăр. Тĕрлĕ семинарсене, вебинарсенче хутшăнса пытăмăр. Çак стипендие илме эпĕ пысăк ĕç тунă». Стипендине илме тивĕçнисен шутĕнче Муркаш районĕнчи Йÿçкасси шкулĕнче вĕренекен Татьяна Яковлева та. Вăл «Çĕнтерӳ çырăвĕсем» акцинче палăрнă. Раççей патшалăх паллисене 9-мĕш класс хĕрачинчен аван пĕлекенни çук пулнине палăртмалла. ТАТЬЯНА ЯКОВЛЕВА: «Татах эпĕ пирĕн шкулти вокальный ансамбль «Песенкăра» тăратăп. Эпĕ унта пĕрремĕш классранах çӳретĕп. Эпĕ унта сольный та, вокалта та юрлатăп. Эпир тĕрлĕ конкурсра хутшăнатпăр. Çĕнтеретпĕр, малти вырăнсене илетпĕр. Раççей тата тĕнче шайĕнчи конкурссенче». Татьянăсем юрă-ташăпа кăна мар, спортпа та туслă. Елчĕк районĕнчи Çирĕклĕ Шăхаль шкулĕнче вĕренекен Татьяна Чернова «Ĕçпе хӳтĕлеве хатĕр» комплексăн ылтăн паллине тивĕçнĕ. Çапах та Татьяна спортпа кăна пурăнмасть. ТАТЬЯНА ЧЕРНОВА: «Юлашки çулсенче эпĕ район этапĕнчи олимпиадăсенче мала тухма пултартăм. Кашни çулах республика шайĕнчи конкурсене хутшăнатăп. Малти вырăнсем йышăнатăп. Эпĕ юнарми пайташĕ. Хам шкулти актива ертсе пыратăп». Татьяна Матросовăна вара чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пăшăрхантарать. Тăван чĕлхене ыттисене вĕрентес тĕллевпе вăл «Чăваш арчи» проект пуçарнă. Вăйă мелĕпе ачасем, студентсем тăван чĕлхене ăша хываççĕ. ТАТЬЯНА МАТРОСОВА: «Конкурссенче хутшăнса кăна мар, волонтер енĕпе те хастар ĕçлесе ырă ĕçсем туса çӳресе çынсене пулăшса çак стипендие илме хама валли çĕнтерӳ тесе каламалла кăна турăм». Пухăннă Татьянăсенчен тăваттăшĕ кăрлач уйăхĕн 25-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вĕсене асăнмалăх парне парса саламларĕ.