Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ муниципалитетсен ертӳҫисене ОРВИпе кăшăл вирус чирĕсене пула, шкул ачисен сывлӑхӗ ҫине уйрӑмах пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ муниципалитетсен ертӳҫисене ОРВИпе кăшăл вирус чирĕсене пула, шкул ачисен сывлӑхӗ ҫине уйрӑмах пысăк тимлĕх уйăрма чĕнсе каланă

Ачасем хушшинче чирлекенсен шучĕ туххăмрах ӳссе пыни сисĕнет, кăтарту 4,6 хут пысăкланнă.  Уйрăмах юлашки виҫĕ кун хушшинче лару-тăру ҫивĕчленни сисĕнет.

Олег Николаев республикăри район тата хула администрацийĕсен пуҫлăхĕсене палăртнă ыйту ҫине пысăк тимлĕх уйăрма хушнă.  Пĕтĕмĕшле вăтам пĕлӳ паракан шкулсенче лару-тăрăва кулленех тĕрĕслеве илме чĕнсе каланă.  Енчен те кăтартусем япăхлансах пырсан, тен вăл учрежденисенче шкул ачисене дистанци мелĕпе вĕрентесси ҫине куҫмалла тенĕ вăл.  «Ку эрне пуҫламăшĕнче Шупашкарти мĕнпур шкулсенче дистанци мелĕпе ачасене вĕрентме хушнă.  Ыйтăва ҫирĕп пăхса тухнă, ҫийĕнчех кирлĕ пек йышăнăва туса хăварнă. Ыйтатăп, ыттисене те ҫакнашкал меслетпе ĕҫе йĕркелесе пыма.  Лару-тăру ҫивĕчленни сисĕнет. Мĕнпур ыйтусем ҫине ҫийĕнчех хуравсене пама тăрăшмалла. Вăхăта вăраха тăсса ĕҫлеме никамăн та ирĕк пулмалла мар», - тенĕ вăл.  

Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министерстви пĕлтернĕ тăрăх, ку эрнере ачасем чирленĕ шучĕ нумайланнă, кăтарту 4,6 хут ӳснĕ.  Республикăри 14 муниципалитетра лару-тăру ку тĕлĕшпе ҫивĕчленсе пырать.  Хальхи вăхăтра Хулари 2-мĕш №-лĕ ача-пăча больницинче пурĕ 121 ача кăшăл вирус чирĕнчен сипленет.  

Палăртатпăр, региона «Гамм-КОВИД-Вак М» вакцина килсе ҫитнĕ, 12 ҫултан пуҫласа 17 ҫула ҫитнисене прививка тума юрать. Хальхи вăхăтра 75 ачана прививка тунă.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ хăйĕн сăмахĕнче регионта амбулатори меслечĕпе сипленекенсем патне ытларах тимлĕх уйăрма хушнă.  Чăваш Ен Ĕҫпе социаллă  хӳтлĕх министерствине, бизнеса, таксинче тăрăшакансене пĕр чăмăра пухăнса пĕрле, йывăрлăх тӳсекенсене,  транспорт енĕпе пулăшу парса тивĕҫтерме сĕнӳ панă.  

Сăмах май, Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ хушăвĕпе килĕшӳллĕн, поликлиникăсенче колл-центрсем пуҫарса янă, вĕсем кунĕпех халăхран ыйтусене пухаҫҫĕ.  Енчен те тухтăрсене киле пыма ыйтаҫҫĕ пулсан, кун евĕр шăнкăравсене хăшĕ-пĕрисене «122» пĕрлехи службăна куҫарасси ыйту та кун йĕркинче тухса тăнă. «Медицинăра вăй хуракансен ĕҫне кăштах та пулин ҫăмăллатас тесе, волонтерсене явăҫтарсан та меллĕ», - тесе каланă сăмаха малалла тăснă май Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин цифра  министрĕ Кристина Майнина хăйĕн сăмахĕнче «122» службăна шăнкăравласа ыйтакансен шучĕ вăтамран икĕ хут та ытларах ӳснине хыпарланă.  

Республикăра эпидемиологи лару-тăрăвĕ туххăмрах япăхланчĕ. Кун пирки тĕплĕнрех Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕн ертӳçи  Надежда Луговская тепĕр хут ҫирĕплетсе каланă. Ытларах Шупашкар хулинче чирлекенсем пулнине те асăннă вăл Телее, больницăна лекекенсен йышĕ пысăк мар, нумайăшĕн чир çăмăллăн аталанать.  ОРВИпе чирлекенсен йышĕ  те ӳсерех пырать имĕш. Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн министрĕн тивĕҫĕсене пурнăҫлакан Алексей Кизилов ҫӳлерех палăртнă ыйтупа тĕплĕн паллаштарнă, сиплев учрежденийĕсенче хушма вырăнсем хатĕрленине пĕлтернĕ.  

 



27 января 2022
18:39
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter