Чӑваш Енри судмедэкспертизăн бюровĕ электронлӑ майпа СЭДра ĕҫ хучĕсене тивĕҫтерме пуҫлать

Чӑваш Енри судмедэкспертизăн бюровĕ электронлӑ майпа СЭДра ĕҫ хучĕсене тивĕҫтерме пуҫлать

Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Шупашкарти медучрежденийĕнче ĕҫлĕ ҫул ҫӳревпе пулнă вăхăтра каланă. Палăртмалла, объекта тĕпрен реконструкциленĕ. Республикăри судмедэкспертизăн бюровĕ самана таппипе тан утать.

Хальхи вăхăтра ĕҫ хучĕсене мĕнпур врачсем электронлă майпа алă пусса ҫирĕплетме пултараҫҫĕ.  Пĕрлехи ĕҫсен базине те йĕркелесе пуҫарса янă ку учрежденинче. ЗАГС тата налук службипе тачă ҫыхăну тытса ĕҫлеҫҫĕ специалистсем.  Кун пек ҫĕнĕ пуҫару халăхăн вăхăтне перекетлеме май парать.  Хатĕр документсене ҫынсем алла илме пултараҫҫĕ. Уйрăмах ҫын вилнине ҫирĕплетекен свидетельствăна та туххăмрах илме пулать.  Халĕ ЗАГС ĕҫченĕсен тӳрех мĕнпур хатĕр документсене граждансене пама ирĕк пур. Ĕçе кунта цифра хатĕрĕсемпе пурнăçлаççĕ. Вĕсем тухтăрсене валли препаратсем хатĕрлеҫҫĕ. Кайран вара тухтăрсене кайса параҫҫĕ тĕрĕс диагноз лартма витĕм кӳреҫҫĕ.

«Республиканское бюро судебно-медицинской экспертизы» Чăваш Енри учрежденийĕн пуҫлăхĕ Сергей Плюхин хăйĕн сăмахĕнче бюрора ҫĕнĕ виҫĕ программа пурнăҫа кĕнине хыпарланă.  Ҫакнашкалли ҫĕршывра урăх ниҫта та пулманнине палăртнă вăл сăмаха малалла  тăснă май. Калăпăр, «Система контроля и анализа операционно-биопсийного материала «OPERBIO», «Система регистрации и мониторинга консультаций врачей патологоанатомов «Дежурный врач-патологоанатом» тата «Автоматизированная информационная система «Судебно-медицинская экспертиза и патологическая анатомия «АИС «СМЭ и ПАО» ятлисем.

«Программăсем ытти ведомствăсемпе тачă ҫыхăнса ĕҫлеме май параҫҫĕ.  Экспертиза тăвассипе ĕҫ-пуҫ мĕнле пулса пынине эпир онлайн тытăмĕнче сăнаса пыма пултаратпăр. Автоматизацилени мĕнпур ĕҫсен вăхăтне самай перекетлет. Халăх та кăмăллă, вĕсем те ҫакнах пĕрре мар ҫирĕплетсе каланă», - тенĕ бюро пуҫлăхĕ.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ реконструкциленнĕ ҫурта тĕпрен пăхса тухса хакланă, ятарлă пӳлĕмсенчи ĕҫсемпе тĕплĕнрех паллашнă, ҫĕнĕлĕхсене курса ĕненнĕ.  Ҫурта тĕпрен юсанă хыҫҫăн, ĕҫлеме условисем лайăхланни те куҫ кĕретех. Юлашки икĕ ҫул хушшинче Куславккара, Вăрнарта ҫакнашкал ҫĕнĕ уйрăмсене хута янă.

Вĕсен ĕçĕ питĕ пĕлтерĕшлĕ. Витĕмлĕ тĕрĕслеврен çын пурнăçĕ килет. Чире тĕрĕс палăртсан унпа кĕрешме те ансатрах, çын та часах сывалать. Çулталăкне кăна бюрора  хĕрĕх пин ытла çынăн материалĕсене тишкереççĕ. Республикăри судмедэкспертизăн бюровĕн çурчĕ çулсерен çĕнелсе пыни лайăх. Тăрă юсанă, пӳлĕмсене çĕнетнĕ, тавралăха хăтлăх кĕртнĕ. Иртнĕ çулта виççĕмĕш хута çĕкленĕ. Республика хыснинчен çак ĕçе тума сахал мар укҫа уйăрнă. Кăçал кунта тата çĕнĕ хатĕр-хĕтĕр туянма палăртаççĕ. Ăна валли кирлĕ хутсене хатĕрленĕ ĕнтĕ.

2022 ҫулта Шупашкарти тĕп корпусра виҫҫĕмĕш хутра ятарлă музей ĕҫне пуҫарса ярасси те планра пур. Музей валли дизайн-проект хатĕрленĕ. Архива пĕр çĕре пухасси, хутсене цифра мелĕ çине куçарасси ыйтусем те кун йĕркинчех вĕсен.  Пĕр сăмахпа каласан, ҫĕнĕ учрежденинче пысăк технологисен витĕмлĕхĕ пурри куҫ кĕретех.

Ытти ĕҫсен пахалăх шайне тата та ӳстерес тĕлĕшпе республика бюджетĕнчен пысăк технологиллĕ хатĕрсем туянма тĕллев лартнă. Ăна валли хыснара 22,5 млн пăхса хăварнă.



27 января 2022
09:16
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter