Килтен вĕренме тӳр килет

Каллех дистанци мелĕпе пĕлӳ илĕç. Чăваш Ен тĕп хулинчи шкул ачисем нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕччен килтен вĕренĕç. Ку ыйтăва паян Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ларăвĕнче сӳтсе яврĕç. Пĕлӳ çурчĕсенче кăшăллă вируспа чирлекенсен хисепĕ кашни кун ӳсет.

Иртнĕ талăкра кăна 100 ытла вĕренекен çак амака çаклатнă. Паян Чăваш Республикинчи вĕренӳ учрежденисенче 660 çын аптрать, вĕсенчен 430-ĕшĕ шăпах Шупашкарта. Эпидемиологи лару-тăрăвне шута илсе Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев тĕп хулари шкул ачисене дистанци мелĕпе вĕрентме сĕнчĕ. Малтанласа палăртнă тăрăх, нарăс уйăхĕн 7-мĕшĕччен ачасем çапла вĕренĕç. Шупашкарти хушма пĕлӳ паракан учрежденисем те ку тапхăрта инçет мелĕпе ĕçлĕç. «Ытти районпа хулара лару-тăру ансатрах. Шупашкар районĕ кăштах хăратать. Хăш-пĕр классене дистанци мелĕпе вĕрентĕç», – палăртрĕ Чăваш Республикин вĕрентӳ министрĕ Дмитрий Захаров. Ларура ытти ыйтăва та тишкерчĕç.

Сăмахран, сĕт тирпейлекен предприятисене çĕнĕ патшалăх тĕревĕ пулĕ. Республикăра халĕ 20 сĕт завочĕ. Иртнĕ çулта 446 000 тонна чĕр сĕт туса илнĕ, вĕсенчен 218 000 тоннине Чăваш Енре тирпейленĕ.

СЕРГЕЙ АРТАМОНОВ: «Сĕт тирпейлекен предприятисем енчен те кăçалтан юлашки 5 çултуса илнинчен вăтам цифринчен сĕт нумайрах тирпейлерĕç пулсан кăçалхи çул вĕсене çак тăкакĕсен пĕр пайне патшалăх саплаштарма пулăшать. Çак тăкаксене саплаштарма патшалăх хыснинче 13 млн ытларах укçа пухса хăварнă. 2022-мĕш çулта 19 000 тонна яхăн сĕт ытларах тирпейлеме пулăшать». Сĕт тирпейлекен предприятисем хатĕр-хĕтĕр туянсан та тăкаксен 30 процентне хыснаран саплаштараççĕ.



НТРК
27 января 2022
09:13
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter