ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ Кристина Майнина ЧР Пуçлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Çырăва хакларĕ

Кристина МАЙНИНА, ЧР цифра аталанăвĕн, информаци политикин тата массăллă коммуникацисен министрĕ:

— Республика Пуçлăхĕ Çырăвăн уйрăм сыпăкне цифра трансформацине халалларĕ. Çак сыпăк малашлăхпа, аталанупа çыхăннă, мĕншĕн тесен цифра трансформацийĕ мĕн пур отрасле пырса тивет. Енчен те отрасльсем çак ĕçе вĕçне çитерсен, ман шутпа, пурнăç улшăннине республикăра пурăнакан кашни çын туйса илĕ. Мĕншĕн тесен цифра аталанăвĕ — мĕн пур процеса трансформацилемелли никĕс шайĕнчи инструмент: коммуникацие ансатлатасси, патшалăх бизнеспа, граждансемпе çыхăну тытассине çăмăллатакан платформăсем йĕркелесси…

Республика Пуçлăхĕ палăртнă тĕллевсем чăннипех питĕ пысăк. Çав шутра — цифра инфратытăмне аталантарассине пырса тивекеннисем. Ку енĕпе пĕтĕм республикăра ĕçлемелле. Калăпăр, çыхăнăва çĕнĕ шая çĕклесси. Хальлĕхе хăвăрт интернет пур çĕрте те çук-ха. Ку ыйтăва 2024 çул вĕçленнĕ тĕле татса памалла. Çак тĕллевсене пурнăçлас енĕпе çине тăрса ĕçлетпĕр. Ĕçе ăнтарасса шанатăп — Олег Алексеевич палăртнă ĕçсене туллин пурнăçлăпăр.



Хыпар
28 января 2022
19:11
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter