«Патшалӑх управленийӗнчи цифра трансформацийĕ право йĕркине пăсакансене туххăмрах тупса палăртма та витĕм кӳрĕ» - тенĕ Чăваш Ен Пуҫлăхĕ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Енĕн Шалти ĕҫсен министерствин ĕҫчешĕсен анлă ларăвне хутшăннă.  Унта вăл пурнăҫа хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерессипе ҫыхăннă цифра трансформацийĕ пирки каласа кăтартнă.  Сăмах май, Чăваш Республикинче пурнăҫри лару-тăрăва туххăмрах уҫăмлатма витĕм кӳрекен  центр ĕҫне пуҫарса ярасси пирки те ырă хыпара пĕлтернĕ. Малашне те «Хăрушлăхсăр хула» программа комплексне аталантарассипе ҫыхăннă ҫул-йĕрсем пирки ăнлантарса хăварнă. Асăннă темăсене вăл Чăваш Ен Патшалăх Канашне янă Ҫырăвĕнче те палăртнă.   

Регион Ертӳҫи Чăваш Республикин Ситуационнăй центрĕ  туххăмрах управлени йышăнăвĕсем туса хăварма пулăшассине палăртнă. Патшалăх влаҫ органĕсемпе муниципаллă влаҫ органĕсем хушшинчи ĕҫлĕ ҫыхăнăва тухăҫлăхрах йĕркелесе пыма витĕм кӳрессине каланă. Цифра трансформацийĕ мĕн пур отрасле пырса тивет. Енчен те отрасльсем çак ĕçе тĕпе хурса пырсан, пурнăç ырă енне улшăннине кашни çын туйса илĕ. Цифра аталанăвĕ – мĕн пур процеса трансформацилемелли никĕс шайĕнчи инструмент: коммуникацие ансатлатасси, граждансемпе çыхăну тытассине çăмăллатакан платформăсем йĕркелесси те кун йĕркинчи ыйтусенчен пĕри пулса тăрать.  «Хăрушлăхсăр хула»  малашнехи аталанăвĕ, регионти сегмент обществăна хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме пулăшасса, ĕҫсене комплекслă йĕркелесе пыма, право йĕркине ҫирĕп пăхăнма май парассине те асăннă регион Пуҫлăхĕ. Обществăна  йĕркелĕхпе тата граждансене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтересси те часах пулĕ. Палăртнă ĕҫсене пысăк яваплăхпа, ăсталăхпа, тӳрĕ кăмăлпа туса пыни обществăри йĕркелĕхе тытса тăма пулăшасса шанса каланă Пуҫлăх.

«Ҫитес ҫулсенче  Чăваш Республикинче пурнăҫăн тĕрлĕ тытăмĕнче пурнăҫланакан мероприятисене ытларах цифра ҫине куҫарса пыма  плана кĕртнĕ. Уйрăмах ҫул-йĕрсем ҫинчи лару-тăрăва ҫийĕнчех тĕрĕслевре тытма, ҫуртсем таврашĕнчи территорисене сыхă тăма,  инфратытăмри объектсенчи территорисене хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерме май пулĕ», тенĕ Олег Николаев.  Йĕркелĕхе тивĕçтерни республикăра пурăнакансен хăрушсăрлăхне, экономикăпа социаллă пурнăç аталанăвне тӳррĕнех витĕм кӳнине кура ку енĕпе влаçăн мĕн пур тытăмĕн тачă çыхăну тытса малашне те  ĕçлемеллине, палăртнă мерăсен тухăçлăхне  ӳлĕмрен те ӳстерсех мыма чĕнсе каланă.

«Пĕлсех тăратăп, ĕҫ тăвакан влаҫ органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсенче тăрăшакансем палăртнă тĕллев   йĕрке пăсакансене ҫийĕнчех тупса палăртма, пĕр-пĕрин хушшинче хыпарсене ҫийĕнчех тĕплĕн тишкерсе пĕтĕмлетӳсем туса хăварма витĕм кӳрĕ. Чи пахи – халăха хăрушсăрлăхпа тивĕҫтерни», тенĕ вăл сăмаха ҫавăрса.  

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ республикăри Шалти ĕҫсен органĕсен ĕҫченĕсене яваплăха туйса  тухăҫлă ĕҫленĕшĕн тав тунă. «2021 ҫулта пысăк кăтартусемпе палăрни – республикăн инвестици илĕртӳлĕхĕшĕн те пĕлтерĕшлĕ, регионта пурăнакансем ыранхи куна шанса килĕшсе пурăнни те ҫакнах ҫирĕплетет», – тенĕ вăл.   

Чăваш Республикин Шалти ĕçсен министрĕ, полицин генерал-майорĕ Виктор Шметков хăйĕн докладĕнче ытти регионсемпе танлаштарсан пирĕн республика кăтартăвĕсем япăх маррине каланă, ҫĕршыври ытти субъектсем хушшинче  12-мĕш вырăнта пулнине пĕлтернĕ.  Ведомство ертӳҫи 2021 çулта республикăра право йĕркине тивĕçтерес енĕпе мĕнле ĕçленине пĕтĕмлетнĕ, 2022 çулхи тĕллевсемпе паллаштарнă. 2021 ҫулхи кăтартусене уйрăмăн илес пулсан, ҫын вĕлернĕ тĕслĕхсен шучĕ чакнă, вăрланă тĕслĕхсем сахалланнă, ҫыннăн пурлăхне чĕртсе ҫунтарса янă тĕслĕхсем те питех нумай маррине палăртнă.

Тĕп докладпа сăмах илнĕ май шалти ĕçсен министрĕ Виктор Шметков пĕлтĕр республикăра йĕрке пăснă тĕслĕхсем  маларахри ҫулхинчен сахалланнине палăртнă. Çав шутра çынсен пурнăçĕпе сывлăхне хирĕç преступленисен тӳпи те чакнине асăннă.  

Тепĕр ырă хыпар пирки те асăннă ведомство ертӳҫи. Чăваш Енре пурăнакансем полици ĕҫченĕсене шанни сисĕнет тенĕ вăл.  Социологи ыйтăмĕ тунă тăрăх, кăтартусем япăх маррине палăртнă, республикăра пурăнакансем чăнласах та, полици ĕҫченĕсен кăтартăвĕсене пысăка хурса хакланине палăртнă.                  



29 января 2022
11:12
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter