Ачасене прививка тăваççĕ

Кăшăллă вирус ачасене те хĕрхенмест. Пĕчĕккисем чирлени шухăшлаттарать, тĕллевлĕ утăм тума хистет. Вакцинаци туни амакран самай сыхланма пулăшать. Пĕтĕмпе республикăна 960 доза «Спутник М» вакцина илсе килнĕ. «Спутник-V» вакцинăн ачасем валли çăммăлатнă тĕслĕхĕ ку. Сыхлăх эмелне 12 çултан пуçласа 17 çула çитнĕ ачасене тăваççĕ. Республикăра ачасене прививка тума пуçларĕç. Пирĕн пултарулăх ушкăнĕ Шупашкарти çĕнĕ кăнтăр районĕнчи ача-пăча больницинче пулчĕ. Кунта шкул ачисемпе студентсем чире çĕнтерме сыхлăх эмелне яртарчĕç. Тухтăрсем пĕр саслă пулса çынсене яваплă пулма ыйтаççĕ. Хамăр çинчен те, пирĕнпе юнашар пурăнакансем çинчен те шухăшламалла. Уйрăмах çамрăксене пырса тивет çакă. 16 çулти Виктория Николавăн халĕ прививка тунине çирĕплетекен хут пур. Эппин вăл хăйне те, çывăх çыннисене те чиртен хӳтĕлет.

ВИКТОРИЯ НИКОЛАЕВА: «Эпĕ паян прививка турăм. Хама лайăх туятăп. Ыттисене те тума чĕнетĕп. Кун пек эпир хамăр сывлăха упратпăр». Сыхлăх эмелне шала яриччен тухтăрсем ачан сывлăхне çирĕп тĕрĕслеççĕ. Çын хăйне лайăх туйнине палăртсан вакцинаци тăваççĕ. Енчен те ачан аллерги, е шала кайнă чирсем пур пулсассăн вакцинаци тума хушмаççĕ.

ТАТЬЯНА МАРКОВА: «Пирĕн поликлиникăна 400 доза кăшăллă вирусран вакцина илсе килнĕ. Ку вакцинăпа 12 çултан пуçласа 17 çула çитнĕ ачасене вакцинировать тăватпăр. Прививка тăвас умĕн ашшĕпе амăшĕн килĕшӳ çырмалла. Ачасем хăйсем те 15 çула çитнисем килĕшӳ çырма пултараççĕ. Кăшăллă вируспа чирлекенсем ӳссех пыраççĕ. Вакцинироваться тунă хыççăн чирлекенсем сахалланса пырасса кĕтетпĕр». Чăваш Енри сывлăх сыхлав министерствинчен пĕлтернĕ тăрăх, кăрлач уйăхĕнче 300 яхăн ача кăшăллă вируспа чирленине шута илнĕ. Ашшĕпе амăшĕн тĕпренчĕкĕсене çак муртан сыхламалла. Вакцинаци – шанчăклă хӳтĕлев.



31 января 2022
08:42
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter