Чӑваш Енре экотехнопарк тăвассипе ҫыхăннă ыйтăва сӳтсе явнă

Чӑваш Енре экотехнопарк тăвассипе ҫыхăннă ыйтăва сӳтсе явнă

Палăртнă ыйтăва Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев тата «ГазЭнергоСтрой» ГК Корпорацийĕн представителĕсемпе уҫă тĕлпулу ирттернĕ вăхăтра сӳтсе явнă.

Хăйĕн сăмахĕнче Олег Николаев республика территорийĕнче пысăк технологиллĕ объекта пурнăҫа кĕртесси ыйту пĕлтерĕшлĕ пулнине каланă.  Ку пек ыйтăва тимлĕх уйăрма хăй вăхăтĕнче ҫĕршыв Президенчĕ  регионсен Пуҫлăхĕсем умне тĕллев лартнă пулнă. «Калаҫу шăпах та, ҫӳп-ҫапсен калăпăшне чылай сахаллатасси пирки пырать. Тема пуриншĕн те актуаллă, ыйту анлăрах сарăлса пырасси куҫ кĕретех, уйрăмах ҫĕршывĕпех ESG-технологи витĕмлĕхне тĕпе хурсан», тесе каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.  

«ГазЭнергоСтрой»  ГК Корпорацийĕн Президенчĕ Сергей Чернин экотехнопарк тăвас ĕҫре  инвестици хывма хатĕррине пĕлтернĕ.  Йăлари хытă каяшсене, строительствăри ăптăр-каптăрсене пухса тирпейлессипе сахал мар витĕм кӳрĕ ҫĕнĕ технологиллĕ тытăм. «Унта картон, макулатура, пластик, аккумуляторсем тата ытти те тирпейленĕҫ.  Мĕнпур ыйтăва регионти операторпа пĕрле пăхса тухăпăр», – тенĕ килĕшĕве пурнăҫа кĕртессипе йышăнакан ҫĕнĕлĕх пирки ыйтăва сӳтсе явнă май.  

Сăмах май, вĕсем регионсенче биомедицина хатĕрĕсене, строительствăра усă курăнакан кирлĕ-кирлĕ марсене пухса тирпейлес ĕҫе пысăк тимлĕх уйăрнине асăннă вăл.   «Пирĕн ҫав тери хăватлă кăмакасем пур, ковидран та сыхланма май параҫҫĕ.  Ҫын кăмака патне пачах та пымасть, вируссене туххăмрах  хутса ҫунтарса кĕллентермелли кăмакара тирпейлеме пулать», – пĕлтернĕ Сергей Чернин.

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ чăнласах та, регионта ҫĕнĕлĕхе пурнăҫа кĕртмессипе кăсăкланни те куҫ кĕретех.   Икĕ ен ыйтăва уҫăмлатнă май, Ҫĕнĕ Шупашкар хула территорийĕнче объекта хута ярсан аван пулассине те палăртнă. Экотехнопарк тума асăннă муниципалитетра ятарлă вырăн та пăхса хунине пĕлтернĕ регион Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Тĕлпулу вăхăтĕнче проектпа ҫыхăннă ыйту пирки те сăмах пуҫарнă. «ГазЭнергоСтрой» ГК Корпорацийĕн проектсен институчĕ пур. Ку тĕлĕшпе вĕсен пуян ĕҫ опычĕ ыттисемшĕн тĕслĕхре тесен те йăнăш мар пулĕ. «Эсир мĕнпур тапхăрти ĕҫсене пĕтĕмпех хăвăр йĕркелесе пыма пултарайратăр.  Эпир шăпах та, ҫакнашкал партнерсене шыраттăмăрччĕ, Чăваш Республикине инвестици хывас текенсемпе тĕлпулусем палăртма шутлаттăмăрччĕ», – тесе каланă Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ Олег Николаев.

Республика территорийĕнче пысăк калăпăшлă проектсене пурнăҫа кĕртесси ыйту чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри пулса тăрать.  Инфратытăма вăй илтересси кулленхи кун йĕркинчех.  «Пурăнмалли ҫурт-йĕрпе коммуналлă хуҫалăха аталантарас, ăшăпа, шывпа тивĕҫтерессишĕн те асăннă ыйту пĕлтерĕшлĕ пулса тăрать», – тесе хушса каланă вăл.  

Палăртса хунă объектсенчен чи малтан, Шăмăршă тăрăхĕнчи шыва упрама май паракан объекта тума проект хатĕрлесси.  Енчен те ĕҫсем туллин пурнăҫланса пырсан, Чăваш Республикишĕн кăна мар, Тутарстан Республикишĕн те вырăнлă пулĕ.  Хăш-пĕр пĕчĕк хуласенче те ҫакнашкалах ыйтăва татса памалла, вăл шутра Ҫĕмĕрле хулинчи объект та кун йĕркинчех.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн ҫумĕ – строительство министрĕ Павел Данилов хăйĕн сăмахĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев палăртнă задача пирки тепĕр хут каласа хăварнă, паянхи рынокра проектсем хатĕрлекен пысăк профессионалсем пулмаллине асăннă. Ҫакнашкал организацисем пулсан, ĕҫ-пуҫ малалла та лайăх пулса пырасси куҫ кĕретех. Сахал мар, проектсем пахалăх тĕлĕшĕнчен тивĕҫтерменнине пула,  строительство ĕҫĕсен вăхăчĕсем тăсăлса кайни. « «ГазЭнергоСтрой» шăпах та, лайăх ĕҫлекен корпораци. Вĕсем мĕнпур ĕҫе хăйсемпех йĕркелесе пыма пултараҫҫĕ, объекта пурнăҫа кĕртейреҫҫĕ», тенĕ вăл.   

«Паха проектсем тăвакансем сахал регионта.  Пирĕн чи лайăх институтсенчен пĕри.  Федераци шайĕнче  сахал мар пысăк хисепе тивĕҫлĕ пулнă, пирĕн проектсемпе килĕшӳллĕн объектсене пурнăҫа кĕртсе пыраҫҫĕ. Уйрăмах, экологи енĕпе ҫыхăннă проектсем анлă сарăлнă ҫĕршвра», – тесе пĕлтернĕ«ГазЭнергоСтрой»  ГК Корпорацийĕн президенчĕ Сергей Чернин.  Пĕр пухăннă пек чухне, ертӳҫĕсем ытти ыйтусене пăхса тухнă, тивĕҫлĕ йышăнусем туса хăварнă. 



02 февраля 2022
09:30
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter