Чӑваш Енри муниципалитсенче инвесторсемпе тата бизнеспа ӗҫлекен командӑсем пулĕҫ

Чӑваш Енри  муниципалитсенче инвесторсемпе тата бизнеспа ӗҫлекен командӑсем пулĕҫ

Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев инвестици аталанăвĕпе предпринимательлĕх тытăмне хастарлатассипе ĕҫлекен Координаци канашлăвĕн ларăвĕнче кун пирки ыйтăва пăхса тухнă.

«Хăй ҫине шанать пулсан, ҫавăн чухне кăна предприниматель ĕҫе пуҫарса ярать ҫын.  Кашниех пĕлсе тăрать, палăртнă ĕҫ-хĕлтен епле тупăш илессине, хăйне мĕнлерех аталантарса пыма май килнине, палăртнă тĕллевсене пурнăҫа кĕртессишĕн тăрăшса ĕҫлемеллине. Инвестици хывассинче те ăнланать, кăлăхах маррине.  Енчен те йывăрлăх пулас пулсан та, ăҫта каймаллине, камран пулăшу ыйтмаллине те чухлать.  Предприниматель прависене хӳтĕлеме мĕнпур мелсемпе усă курма тăрăшать», – тенĕ вăл. Ĕҫ климачĕ лайăх пулсан, регионта экономика тивĕҫлĕ шайра вăй илĕ шăпах та ĕнтĕ вăл, аталанăвĕн тĕп факторĕсенчен пĕри пулса тăрать те.    

Чăваш Республикин Пуҫлăхĕн хушăвĕпе килĕшӳллĕн, инвесторсемпе, бизнес сферăра тăрăшакансемпе Чăваш Республикин экономика министерстви  кулленех вăй хурать, пĕрле    Инвестицине аталантарассипе тимлекен агенство алла-алăн тытăнса пĕр-пĕринпе килĕшсе ĕҫлет.

Пилот режимĕнче малтанласа инвестици илĕртӳлĕхĕн ĕҫ-хĕлне  республикăри тăватă муниципалитет пĕрлешĕвĕнче пăхса тухма килĕшнĕ: Вăрнар, Муркаш, Ҫĕрпӳ тата Ҫĕнĕ Шупашкар хулинче. Олег Николаев халăх шухăшне пĕлес тесе, ыйтăмăн кăтартăвĕсем пирки чарăнса тăнă.  Чи малтанах, халăх хăй пурăнакан территорире мĕне ытларах хисеплеҫҫĕ е тата хаклаҫҫĕ текен ыйту пирки палăртнă. Ҫынсем  ҫапларах хурав пани, нимĕне те тени шухăша янă ăна.   «Стратеги ĕҫĕнче пирĕн тен тӳрлетӳсем кĕртмелле, енчен те вĕсем хурав пире ҫапла параҫҫĕ пулсан.   Хамăр мĕн тунине хаклама пĕлместпĕр пулсан,  пурне те ҫĕнĕлле пăхса тухма, кирлĕ пек ĕҫсем туса ирттерме чĕнсе калатăп», – тенĕ республика Пуҫлăхĕ.  

Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ҫумĕ – экономика министрĕ Дмитрий Краснов хăйĕн докладĕнче республикăри районсемпе хуласенче инвестици потенциалне ӳстерме хушма вăй-хăватсем йĕркеленине палăртнă.   Ҫулсерен муниципалитетсене, ăмăртусенче мала тухнисене Чăваш Ен Пуҫлăхĕн грантне парса хавхалантарнине асăннă.  Калăпăр, пĕлтĕр Ҫĕрпӳне – 12 млн, Вăрнарсене – 10,5 млн, Муркашсене – 9 млн, Красноармейскийсене – 6 млн, Ҫĕнĕ Шупашкара  - 12,5 млн парса пулăшнă.  Ҫулсерен социаллă пурнăҫпа экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсене хаклаҫҫĕ, енчен те комплекслă лайăх аталанса пырсан, ăмăртусенче мала тухнисене 10 млн парса тивĕҫтерни те пысăк пулăшу.

 Чăваш Республикин Пуҫлăхĕ республикăн Патшалăх Канашне Ҫырупа тухнă. Унта вăл «Бизнес капитанĕсем» проект пирки те асăнса хăварнăччĕ.  Ҫакнашкал проект Тюмень облаҫĕнче пурнăҫа кĕрет.  Ҫĕнĕ пуҫарăвăн ертӳҫи Тюмень облаçĕн кĕпĕрнатăрĕн советникĕ Ольга Езикеева. Координаци канашлăвĕн ларăвĕнче сумлă хăна, вĕсен тĕслĕхне тĕпе хурса, ҫакнашкал проект регионта пурнăҫа кĕртме тĕллев лартнине пысăка хурса хакланă, Олег Николаева тав тунă. Ҫĕнĕ пуҫарăва пурнăҫа кĕртсе пыма витĕм кӳрессе те шантарса хăварнă.  Сăмах май, чи паха ĕҫ опычĕсем пирки каласа хăварнă, предпринимательлĕх пайĕнче экотытăма анлăрах сарассипе ҫыхăннă ыйтусем пирки ăнлантарнă.

Ку хутĕнче канашлăва тĕрлĕ экспертсем те хутшăнма кăмăл тунă.  Паха ĕҫ опычĕсемпе паллаштарнă хăнасем.    Регионта  халăх пурнăҫ условийĕн шайĕпе кăмăллă пулнине, кăтартусем ыттисемпе танлаштарсан пысăккине палăртнă вĕсем.

«Эпир пĕлетпĕр, хăш-пĕр регионсенче пурăнакансен кăмăл-туйăмĕ аванах маррине.  Сирĕн тăрăхра кун пек мар. Ҫынсем кăмăллă, вĕсен туйăмĕ те лайăх пулни куҫ кĕретех», – тесе каланă Антон Язовских  бизнеса аталантарма витĕм кӳрекен консультант хăйĕн сăмахĕнче.

 



02 февраля 2022
16:19
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter