Нарăс уйăхĕн 17-мĕшĕнче Олег Николаев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн ҫулсеренхи отчечĕпе паллаштарать

Нарăс уйăхĕн 17-мĕнĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн 2021 ҫулхи ĕҫ-хĕлĕн кăтартăвĕсен отчечĕпе паллаштарать.  Ҫулсерен хатĕрленекен пĕтĕмлетĕве Чăваш Республикин Конституцийĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Республикин Патшалăх Канашне тăратаҫҫĕ.  

Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырури сĕнӳсемпе предложенисем Чăваш Республикин Правительствин ĕҫ-хĕлĕнче те палăрĕҫ. Чăваш Республикинче пурăнакан граждансен пурнăҫне лайăхлатасси, регионăн инвестициллĕ экономикине аталантарасси, наци проекчĕсенчи тĕллевсене пурнăҫа кĕртсе пырасси, Раҫҫей Федерацийĕн Президенчĕ палăртнă ĕҫсене туллин  туса пырасси тата ытти те.

Мероприятине тӳрĕ эфирта кăтартĕ, «Республика 21»   YouTub-каналĕнче трансляцине курма май килĕ.



02 февраля 2022
07:57
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter