Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ " СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ – ПАТРИОТЫ – ЗА ПРАВДУ " партин лидерӗпе Сергей Мироновпа видео-ҫыхăну мелĕпе ӗҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ " СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ – ПАТРИОТЫ – ЗА ПРАВДУ " партин лидерӗпе Сергей Мироновпа видео-ҫыхăну мелĕпе ӗҫлĕ тĕлпулу ирттернĕ

«СПРАВЕДЛИВАЯ РОССИЯ – ПАТРИОТЫ – ЗА ПРАВДУ» фракцийĕн ертӳҫи, Раҫҫей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕ Сергей Миронов Олег Николаева пĕр-пĕринпе килĕшсе тухăҫлă ĕҫлесе пынăшăн мухтанă, усал амак чирĕпе кĕрешессипе те регионта тивĕҫлĕ мерăсене ҫийĕнчех пăхса хăварнине асăннă видео-ҫыхăну мелĕпе ирттернĕ уҫă калаҫу вăхăтĕнче.  Регион Пуҫлăхĕ тĕрлĕ политика партийĕсенче тăрăшакасемпе пуринпе те уҫҫăн ĕҫление асăннă.

«Палăртма кăмăллă, Эсир региона ертсе пынăранпа республикăн кăтартăвĕсем лайăххисен шутĕнче», – тенĕ хăйĕн сăмахĕнче Сергей Миронов.  Ҫĕршывра республикăри ҫӳлерех палăртнă политика партийĕн регионти уйрăмĕ лайăх ĕҫлекенсен йышĕнче пулнине, хисеплĕ вырăнта тăнине пĕлтернĕ вăл.    

Калаҫу вăхăтĕнче Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Олег Николаев Беларусь Республикине кайса килме палăртнă ĕҫлĕ ҫул ҫӳреве пăрахăҫланине каланă,  COVID-19  чирĕ лăпланма паманнине асăннă. «Чăваш Енре усал чир сарăлас хăрушлăх та сиксе тухма пултарĕ, ҫавăнпа та кирек-хăш вăхăтра та ҫирĕп мера йышăнмалла, вăхăта вăраха тăсма ирĕк ҫук», – тенĕ вăл.  Лару-тăру лайăхланиччен кулленех ыйтăва ҫирĕп тĕрĕслевре тытмаллине палăртнă Пуҫлăх. Сăлтавĕ те, ҫул ҫӳреве тухманни ҫакăнпа ҫыхăннине асăннă вăл.

«Усал чирĕн пиллĕкмĕш тапхăрĕ вăй илсе пырать.  Кулленех чирлекенсем нумайлансах пыни те куҫ кĕретех.  Шкул ачисем аптрама пуҫланă. Ҫавăнпа та ытти регионсене тухса ҫӳрессине вăхăтлăха пăрахăҫланă. Кулленех ыйтусене ҫирĕп тĕрĕслевре тытмалла», – тесе хушса каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Сергей Миронова онлайн-калаҫу вăхăтĕнче. 

Кăҫалхи ҫул нарăс уйăхĕн 6-мĕшĕнчен пуҫласа Шупашкарпа Ҫĕнĕ Шупашкарти шкулсенче ачасене онлайн формипе вĕрентеҫҫĕ. Кун пирки те пĕлтернĕ политика партийĕн ертӳҫине Олег Николаев. «Кун пек йышăнупа предприятисемпе организацисенче те тĕпе хурса ĕҫлеҫҫĕ», – тенĕ вăл сăмахпа ҫавăрса.     

Пĕтĕмĕшле калас пулсан, регионта лару-тăру лăпкă, анчах та ачасем чирпе аптрани пăшăрхантарать пурне те.    Ҫитес вăхăтра оперативлă штабăн ларăвĕнче мĕнпур ыйтусемпе тĕплĕн тепĕр хут тишкерӳ тума, тен аслă классенче вĕренекенсене те дистанци мелĕпе вĕрентме майсем йĕркелесси ыйту кун йĕркине тухса тăма пултарассине хыпарланă.     

Ҫитĕнекен яш-кĕрĕме патриотла воспитани пани пĕлтерĕшлĕ.  Чăваш кадет корпусĕнче вĕренекенсене тӳлевсĕр апатлантарни, тумтирпе тивĕҫтерни питĕ аван тесе хакланă Сергей Миронов.  Кун пирки Чăваш Ен Пуҫлăхĕ Чăваш Республикин Патшалăх Канашне янă Ҫырура та палăртнă.

«Эпир вăл кадет шкулне вĕренме кĕрес текенсен шучĕ ӳсессине те пĕлсех тăратпăр.  Вĕрентӳ программи анлăлансах пырать, кăсăклă мĕнпур мероприятисем йĕркеленĕҫ», – тесе каланă Олег Николаев, кăҫал регионта ҫамрăксене ăс-хакăл тĕнчине пуянлатма витĕм кӳрекен тепĕр центр уҫăласса, вăл «Авангард» ятлă пулассине асăннă. Объекта Ҫĕрпӳ тăрăхĕнчи «Звездный»  лагерь ҫумĕнче йĕркелесе каяссине те пĕлтернĕ Ертӳҫĕ.     

Объекта тума вăтамран 350 миллион пăхса хăварнă. Пĕр сăмахпа каласан, центрта пĕтĕмпех мĕн кирли ҫителĕклĕ, инфратытăм ҫирĕп пулĕ. Кун пирки те ҫирĕплетсех каланă Чăваш Ен Пуҫлăхĕ.   



03 февраля 2022
11:09
Поделиться
Текстри йӑнӑша асӑрхарӑр-и?
Уйӑрса илӗр те пусӑр Ctrl+Enter